29 ноября 2016 г.
Анне ячĕ юратупа, çепĕç-лĕхпе, тимлĕхпе çыхăннă. Аннесем пуринчен те ытларах пирĕн çитĕнỹсемшĕн савăнаççĕ, чун-чĕререн пирĕн пуласлăхшăн пăшăрханаççĕ. Пурнăçра кирек мĕн пулсан та анне чи малтан ăнланса пулăшу аллине тăсать, каçарма пултарать. "Хĕрарăм-анне - çĕр çинчи пĕтĕм ырлăх пуçламăшĕ, апла пулсан вăл - этем пуçламăшĕ…" - тенĕ паллă педагог Сухомлинский.
Ахальтен мар Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн Анне кунне 1998 çултанпа уявлаççĕ. Унăн тĕллевĕ те ырă - хĕрарăма упрас тата хисеплес йăласене пăхăнасси, çемьери йĕркесене çирĕплетесси, аннен пĕлтерĕшне палăртасси. Анне кунĕ яланах канмалли куна килни ăнсăртран мар пулĕ. Пурин те пĕрле çавра сĕтел хушшине пухăнса курнăçма сăлтав пур. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ларма май килет. Аннесене ытларах мĕн савăнтарма пултарнине манман-и-ха эпир? Вĕсем кăмăлланă тутлă кукăльне пĕçерсе хатĕрлесен те, юратнă юррине пĕр çавра ушкăнпа шăрантарсан та кăмăлĕ çĕкленĕ. Ăшă тутăрне хулпуççи урлă уртса ярсан та куçĕ савăнăçпа тулĕ.
Уява халалласа Асанкасси культура çуртĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсем пысăк концерт лартрĕç. Культура çурчĕн ертỹçи Елена Маштанова куракансене уявпа ăшшăн саламларĕ, телей, ачасенчен пархатар сунчĕ. Хаклăран та хаклă аннесем çинчен юрăсем янăрарĕç. Ачасем шăрантарнă "Мамы роднее нет", "Мамочка", "Лучшая самая" юрăсене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Сцена çинче янăранă кашни сăвă-юрă пурин чунне те пырса тиврĕ. Клуб ĕçченĕсем Елена Маштановăпа Ираида Карпова "Анне" юрра шăрантарнă самантра аннесем куççулленчĕç, чунĕсем хурланчĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекенсен "Япала çуни", "Анне чĕри" ташшисем пурин кăмăлне те кайрĕç. Концерта хутшăнакансем çывăх çынсене ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.
Çак кун "Анне - чун ăшши" ỹкерчĕксен куравне те йĕркеленĕ.
Аннесем, сире чун-чĕререн тулли телей, ырлăх, чăтăмлăх сунатăп. Килĕрте яланах тăнăçлăх, хăтлăх, юрату хуçалантăр!
О.КОПТАШКИНА.
Асанкасси ялĕ.
Источник: "Каçал Ен"