АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хама çунатсăр пек туятăп

29 ноября 2016 г.

 Анне... Мĕн тери хаклă çын вăл! Тĕнчери пур чĕлхепе те ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама сивĕ çурçĕрте-и, тỹсейми шăрăх кăнтăрта-и, вĕçĕ-хĕррисĕр пушхирте-и - пур çĕрте те ачисем амăшĕн кăкăрĕ еннелле кăпăшка аллисемпе туртăнаççĕ.

Анне пире пурнăç парать, çунат хушса вăй илме кăкăр сĕчĕ çитерет, пирĕн умри йывăрлăха хăй çине илет. Тĕпренчĕкĕсемшĕн пăшăрханса çỹçĕ те вăхăтсăрах шуралать-тĕр унăн. Чирлĕ пепкин пуçĕ вĕçĕнче кунĕн-çĕрĕн ларма та, пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă ывăл-хĕрне чỹречерен куç илмесĕр кĕтме те, сас паман ачине шыраса тĕнче хĕррине çитме те хатĕр. Анлă тавракурăмлă, ăслă, çав вăхăтрах кирек епле лару-тăрăва та тĕрĕс хаклама, хăйсен умне сиксе тухнă ыйтусене хăюллăн татса пама пултаракан çамрăксем ỹстерессишĕн тăрăшать.

Хама йывăр чухне е пĕр-пĕр инкек-синкеке лексен яланах аннепе канашлаттăм. Савăнăçлă самантра çăмăл çунатлă шухăшпа çывăх çын патне вĕçтереттĕм. Кирек хăçан та анне мана ăнланатчĕ, ăш сăмах каласа йăпатма пултаратчĕ...

Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, эсĕ те чун-чĕре ăшшине пире çапла парнелерĕн. Санăн тĕреклĕ çунатту айĕнче эпир нимрен шикленмесĕр малалла та савăнса ỹсеттĕмĕр. Анчах маншăн савăнăçлă кунсем пĕтрĕç тесен те йăнăш мар. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Хĕвеллĕ пĕр кун аçа çапнăн туйăнчĕ...

Ун чухне эпир ывăлпа хулараччĕ. Каçхи сакăр сехет тĕлне телефон шăнкăртатрĕ. "Санăн аннỹ вилсе кайнă" тенине çеç ăнланса юлтăм. Куç хуралса килчĕ, ним тума пĕлменрен аллăма хытăрах чăмăртарăм, кашкăр уланă пек йĕрсе ятăм. Мĕнле вилнĕ? Пулма пултараймасть? Эпĕ аннепе паян кунĕпе калаçрăм-çке! Юлашки хутчен 17 сехет иртсен калаçрăм. Вăл мана: "Купăста яшки пĕçересшĕн. Каярахпа шăнкăравла-ха", - терĕ. Çак сăмахсем юлашки пулнине шухăшлама та пултарайман эпĕ. Текех сан пата шăнкăравлаймăп, санпа чуна уçса калаçаймăп. Санăн вилтăпри çине килсе çеç хамăн пурнăçри ырă пулăмсемпе йывăрлăхсем пирки пĕр чарăнми юхакан куççуле типĕтсе каласа кăтартайăп...

Аннеçĕм, сана урăх нихăçан та курассăм çук. Санăн çепĕç сассуна илтессĕм çук. Куçусем пирĕн çине яланах ăшшăн, юратса пăхатчĕç. Халĕ манăн çав куçсене ăçта шырамалла? Сана юлашки çула ăсатнă кун тупăкна йăтса пынă чухне те хама аран-аран лăплантарса пытăм, ывăлăм пирки шутларăм.

Хĕрĕх кунхине асăннă хыççăн санăн ытарайми хитре сăнарна тинех тĕлĕкре куртăм. Эсĕ темĕнле пỹлĕмре пек. Йĕри-тавра çап-çутă, тап-таса. Хитре тум тăхăннă, алăк урати патĕнче йăл кулса пăхса тăратăн... Ку тĕлĕк мĕне пĕлтернине пĕлместĕп, анчах сана курнăшăн питĕ савăнтăм. Мана лăплантарас тесе тĕлĕке килтĕн-ши?

Аннеçĕм, эсĕ çумра пулнă пулсан хама тата вăйлăрах туйăттăм. Санăн иксĕлми чăтăмлăху, вăй-хăвату, асамлăху такăнсан та ура çине хăвăртрах тăма, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма, ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама пулăшатчĕ. Халĕ вара манăн хăрах çунатăм хуçăлчĕ. "Вăхăт пĕтĕм сурана сиплет", - теççĕ. Килĕшессĕм килмест. Эпир хамăра çывăх çынсемсĕр пурăнма çеç хăнăхатпăр. Пурне те икĕ çунатпа май килнĕ таран ытларах вĕçме Турă патăрччĕ. Аçăр-аннĕре упрăр!!!

Рената ВОЛКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика