29 ноября 2016 г.
Раштав праçникĕ - Христос çуралнă кун - пĕтĕм христиансемшĕн чи паллă кунсенчен пĕри. Раштавăн тĕп йăли-йĕркисем пирки каласа парсамăрччĕ. Апат-çимĕç рационне мĕнлерех тытмаллипе паллаштарсан та аван пулĕччĕ.
(Çыруран).
Чăнах та, Христос çуралнă кун (Рождество Христово) - пĕтĕм христианшăн чи паллă кунсенчен пĕри. Ăна католик-христиансем декабрĕн 25-мĕшĕнче (григориан календарĕпе килĕшỹллĕн) паллă тăваççĕ, православи тытса пыракансем Раштава январĕн 7-мĕшĕнче уявлаççĕ (юлиан календарĕпе). Çак типĕ вăхăчĕ çулталăкра нумайшар куна пыраканнисенчен юлашки шутланать. Унăн тĕп тĕллевĕ - çыннăн ăс-тăн тĕнчине тасатасси, Раштава уявлассине, Христос вĕрентĕвне çĕнĕ çулта та тытса пымашкăн хатĕрленесси. Типĕ умĕ Филипп апостола аса илмелли куна лекнĕ май унăн тепĕр ячĕ те пур - Филипп кунĕ.
Христиансем пурте çак уява çулталăкĕпех питĕ кĕтеççĕ. Çав кун çуралнă Христос тĕнче историне улăштарнă, пĕтĕм этемлĕхе чăн Турă патне çул уçса панă. Уяв умĕн пурте кил-çурта тирпейлеççĕ, типĕ тытса Турă умĕнче чун-чĕрепе тасалаççĕ, тĕрлĕ çылăхсемшĕн Çỹлти Аттемĕртен каçару ыйтаççĕ, Христос Туррăмăртан хỹтлĕх кĕтеççĕ. Кỹрентернĕ çынран каçару ыйтни, хăвăра кỹрентерекене каçарни чуна, ăс-тăна тасатассине çăмăллатать, малалла ăнтăлма çул уçать. Турра ĕненекенсем Раштав типпи пĕтнĕ тĕле уяв сĕтелĕ хатĕрлеççĕ. Январĕн 6-мĕшĕнче каçхи тỹпере пĕрре-мĕш çăлтăр çутăличчен нимĕн те çимеççĕ, каçхине тулă пăттипе пылпа апатланаççĕ те чиркĕве кĕлĕ итлеме каяççĕ. Служба хыççăн киле таврăнсан уяв сĕтелĕ хушшине лараççĕ. Таса сĕтел çитти айне пĕр ывăç улăм хуни - Иисус çуралнă ясли символĕ, чухăнсене пулăшни, пĕр-пĕрне парнесем кỹни - Раштав уявĕн палли. Çак эрнере алăка хупмаççĕ. Çын пырсан апата лартаççĕ, палламан çул çỹрекен кĕни çитес çулталăк лайăх пуласса пĕлтерет. Христосран пил ыйтни, Çăлавçăна мухтаса юрлани аван.
Аслă тата Успени Типĕ кунĕсемпе танлаштарсан, Раштав типпи кăштах çемçерех. Типĕ тытакансен сĕтелĕ çинче çав тапхăрта тĕрлĕ йышши пăтăсем тĕп апат пулса тăраççĕ. Анчах та Раштав типпи вăхăтĕнче тĕп вырăнта - кăмăл-сипетпе чун тасалăхĕ, вĕсемсĕр апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен кăна типĕ тытни - усăсăр япала. Раштав типпи вăхăтĕнче усăллă ĕç ытларах тума, çынсемпе ырă кăмăллă та сĕмлĕ пулма, вĕсен ырă енĕсене кăна курма тăрăшмалла. Унсăр пуçне тĕрлĕ капăрлăхран, ырлăх-пурлăх хапсăнчăклăхĕнчен хăтăлмалла. Чăн-чăн типĕ тытни вăл кăмăл-туйăмпа та, хăвна тыткаланипе те таса пулмаллине пĕлтерет. Тĕрлĕ япăх ĕç тăвассинчен пăрăннипе çын хăйĕн чунне тасатать. Раштав типпине тытса çынсем Аслă праçнике таса чун-чĕрепе кĕреççĕ.
Ноябрĕн 28-мĕшĕнчен Николай Святитель кунĕччен (декабрĕн 19-мĕшĕччен) тунтикун çусăр пĕçернĕ вĕри апат çиме, ытларикун, кĕçнерникун тата шăматкунпа вырсарникун пулăпа апатланма юрать. Юнкунпа эрнекун вара типĕ апат (çăкăр, шыв, тăвар, сỹренкĕ (сырой) пахча çимĕç, типĕтнĕ çимĕçсем, мăйăрсем, пыл) çимелле теççĕ.
Декабрĕн 20-мĕшĕпе январĕн 1-мĕшĕччен ытларикунпа кĕçнерникун пулă çимелле мар, çупа пĕçернĕ вĕри апат çиме ирĕк параççĕ. Ытти кунсенчи правилăсем малтанхи пекех юлаççĕ.
Январĕн 2-6-мĕшĕсем - Раштав уявĕ умĕнхи кунсем. Ку тапхăр чи çирĕппи шутланать. Асăннă кунсенче тунтикун, юнкун тата эрнекун типĕ апат, ытларикунпа кĕçнерникун - çусăр вĕри апат, шăматкунпа вырсарникун - çупа хатĕрленĕ вĕри апат çиме юрать.
Раштав сочельникĕнче (январĕн 6-мĕшĕ) тỹпере пĕрремĕш çăлтăр тухиччен çиме юраманнине асăнтăмăр ĕнтĕ. Çăлтăр тухсан çеç мĕн авалтанах сочиво (пылпа пĕçернĕ тулă е иçĕмпе рис) çиме йышăннă.
ТИПĔ АПАТ ХАТĔРЛЕМЕЛЛИ РЕЦЕПТСЕМ
Пулăран - салат
1) Ăна хатĕрлеме 1 килограмм чĕрĕ сельдь пулă, 300 грамм томат пасти, 1-ер чей кашăкĕ хура тата хĕрлĕ пăрăç, 1 стакан типçу, 0,5 стакан тăвар кирлĕ.
Пулăсăр пуçне мĕн пурне пĕр савăта ярса çулăм çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен 1 чей кашăкĕ уксус хушмалла. Пулла çуса шăмминчен уйăрмалла, вакламалла. Савăт тĕпне малтан пулă, ун çине çавракан каснă сухан хумалла. Çиеле сивĕннĕ маринад ямалла. Салата каçхине тусан ирхине çиме юрать.
2) Салатăн тепĕр тĕсне ха-тĕрлеме тĕслĕ купăстан çур пуçĕ, 200 грамм консервланă фасоль хутаççи, пысăках мар 1 пулă, 1-ер пысăк кашăк типçупа уксус, хура пăрăç, çунтаракан пăрăç, вĕтетнĕ петрушка, кăшт сахăр песукĕ кирлĕ.
Тĕслĕ купăстана вакласа тăвар янă шывра вĕретсе илмелле. Фасоле касса вакламалла, сельдь пулла та тасатса касмалла. Ытти çимĕçсене пĕрлештермелле те купăстапа тата пулăпа хутăштармалла. Сивĕ вырăнта пĕр сехетрен кая мар лартмалла.
Пулăран - плов
Плов хатĕрлеме 2 стакан риса çурма хатĕр пуличчен шывра пĕçермелле. Дуршлаг витĕр сăрăхтармалла.
Сухана çаврашкан касса çатма çинче кăштах ăшаласа илмелле. Чĕрĕ пулла (скумбри, хĕрлĕ пулă, минтай е хек) касăксем çине пайламалла.
Тарăн çатма илмелле. Ун тĕпне тăварпа пăлхатнă пулă, ун çине - суханăн çуррине, кайран - рисăн çуррине, унтан каллех пулă, сухан, рис хумалла. Ун çине сыр вакласа сапаламалла. Çиелтен майонез сĕрмелле те духовкăна лартса пĕçермелле.
Н.АРХИПОВА хатĕрленĕ.
Источник: "Каçал Ен"