29 ноября 2016 г.
Çул çинчи тимлĕхе ỹстерес, водительсемпе çуран çỹрекенсене, пассажирсене турттаракансене асăрхаттарас тĕлĕшпе районта тăтăшах тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ.
Акă, ноябрĕн 21-25-мĕшĕсенче Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче "Нелегальный перевозчик" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Çак вăхăтра районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков, халăх дружинин командирĕ Мария Илларионова тата инспекторсем пассажирсене турттаракансене тĕрĕслерĕç. Мĕн пĕлмелле-ха вĕсен?
- Чи малтанах пассажирсене турттарма лицензи кирлĕ, водителĕн рейса тухиччен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла тата транспорта та тĕрĕслеттермелле. Унпа пĕрлех автотранспортра хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене çирĕп пăхăнмалла. Пассажирсене илсе çỹрекен автомашинăсем çинче водитель ĕçĕпе канăвне, вăл çул çинче çỹренине тĕрĕслекен хатĕрсем пулмалла. Йĕркене пăхăнманнисен вара явап тытма тивет. Тĕслĕхрен, операци вăхăтĕнче инспекторсем пассажирсене илсе çỹрекенсем саккуна пăснă 7 тĕслĕхе тупса палăртнă, - пĕлтерчĕ профилактика мероприятине пĕтĕмлетсе Николай Анатольевич.
Саккун чăннипех те çирĕп ыйтать пулсассăн та, йĕркене пăсакансем пур-ха.
Çул çинче водительсен те, пассажирсен те тимлĕ пуласчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"