29 ноября 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2017 çул Амăшĕн тата ашшĕн çулталăкĕ пулĕ. Çак пулăма районта пурăнакансем ырласа йышăнчĕç. Çут тĕнче парнелекен çывăх çынсене хисеплесе, вĕсен ячĕпе çулталăка халаллани чăннипех те паха. Çакă пĕр-пĕринпе хутшăнăва çирĕплетме, ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинчи çыхăнăва татах та вăйлатма пулăшĕ.
Валентина КУРИЦЫНА,
районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ:
- 2003 çулта Çемье çулталăкĕ пулнăччĕ. Ун чухне ашшĕ-амăшĕ, ача-пăча ячĕпе нумай мероприяти иртрĕ. Çитес çула вара Амăшĕн тата ашшĕн çулталăкĕ пуласси çывăх çынсене татах та уйрăммăн тимлĕх уйăрма хистет. Анне кашнин пурнă-çĕнче пысăк вырăн йышăнать пулсассăн, çемье пуçĕн - аттен - пĕлтерĕшĕ те çав тери пысăк. Тулли çемьере çеç ачасем телейлĕ, пултаруллă, маттур. Çитĕнекен пепкесем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ, вĕсем пек пулма ĕмĕтленеççĕ. Апла пулсассăн çемьесенче яланах тăнăçлăх хуçалантăр.
Светлана ПОРТНОВА,
ЗАГС уйрăмĕн аслă специалисчĕ:
- Çитес çул Амăшĕн тата ашшĕн çулталăкĕ пулнине ырласа йышăнатăп. Çакă пĕтĕмпех çемьене çирĕплетессипе, çывăх çынсен хисепне ỹстерессипе çыхăннă. Çут тĕнчене килнĕ ачан пĕрремĕш сăмахĕсем те - атте, анне. Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те ачисене чун-чĕре хĕлхемне çапла парнелеççĕ. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче пепкисем нимрен те шикленмесĕр савăнса ỹсеççĕ. Атте-анне пурри - пуянлăх. Эпир яланах вĕсен умĕнче пысăк парăмра. Ман шутпа, вĕсене ĕмĕр хисеплемелле, ырă сăмахпа чунĕсене ăшăтмалла, йывăр ĕçре пулăшу кỹмелле, аякра пулсан çуралнă киле час-часах çитме тăрăшмалла. Вĕсене куллен пулăшса пырар. Пĕчĕкле, ача чухне панă чун ăшшине аттесемпе аннесене каялла тавăрса парар.
Источник: "Каçал Ен"