АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Андрей Прохоров - маттуррисен йышĕнче

29 ноября 2016 г.

Андрей Прохоров - маттуррисен йышĕнче

Пушар хуралĕнче вăй хуракансен çаврăнăçулăхне, вăйне пурнăç тĕрĕслесех тăрать. Унта та кунта тухакан вут-кăварпа çирĕп вăй-халлă, нимле лару-тăрура та çухалса кайманнисем çеç кĕрешме пултараççĕ. Районти 31-мĕш пушар чаçĕнче вара шăпах çавнашкал маттур ĕçченсем тимлеççĕ. Вĕсем вут-кăварпа кĕрешме чи малтан çитеççĕ, тĕрлĕ конкурссемпе турнирсенче те - пĕрремĕшсем.

Акă, ноябрĕн 18-мĕшĕнче Шупашакар хулинчи чăваш наци музейĕнче Пĕтĕм Раççейĕпех йĕркелекен "Созвездие мужества" фестивалĕн республикăри çĕнтерỹçисене чысланă. Асăннă фестивальте районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕ Андрей Прохоров "Караулăн чи лайăх начальникĕ" ята тивĕçнĕ. Раççей МЧС Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн начальникĕ Станислав Антонов Андрей Владимировича Диплом тата кубок парса чысланă.

Андрей Прохоров пушар чаçĕнче 2000 çултанпа вăй хурать, 2005 çултанпа вара вăл - караул начальникĕ. Пушарнăй ĕçне Андрей ахальтен суйласа илмен иккен. Чун ыйтнипе, çынсене вăхăтра пулăшу парас тесе çак профессие килнĕ вăл. Ывăлĕсене те вăл маттур, хăюллă пулма хăнăхтарать. Ĕçчен çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулсассăн, аслă ĕçтешĕсенчен вара хăй те ăсталăха вĕренет. Тĕслĕхрен, унăн ĕçтешĕсем Иван Порфирьев 2014 çулта, Андрей Жуков 2015 çулта республикăри конкурс çĕнтерỹçисем пулнă. Маттур ĕçчене малашне те ăнăçу сунатпăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика