АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулни инкекрен çăлать

25 ноября 2016 г.

 Вут-çулăма пула районта обществăлла харпăрлăх тата уйрăм çынсем çулсеренех нумай сиен кỹреççĕ. Ноябрĕн 21-мĕшĕ тĕлне районта 20 пушар пулнă, вут-çулăмра çурт-йĕр тата пурлăх пĕтнĕ, виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Пушарсем мĕншĕн тухаççĕ-ха? Сăлтавĕ тĕрлĕрен: пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни, çуртри, мунчари кăмакасем, электропроводсем юсавсăр пулни. Акă, ноябрĕн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ Александровка ялĕнчи хуçалăх çунса кĕлленнĕ, пушарта кил хуçи вилнĕ. Кун пек тĕслĕхсем татах пур-ха.

Кĕлпе кăмрăк купи çинче юлас мар тесен çынсене çав тери асăрхануллă пулма калас килет. Енчен те кăмака хутса ăшăнатăр пулсассăн, пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисене çирĕп пăхăнма ан манăр: ытлашши вĕри ан хутăр, кăмака çывăхне тивсе илме пултаракан япала ан хурăр. Кăмакари кĕле кăларсан ăна çурт çывăхне ан тăкăр. Çавăн пекех мăрьесен юсавлăхне те çирĕп тĕрĕслесе тăмалла. Электроприборсемпе асăрхануллă пулăр. Килтен тухса кайнă чухне вĕсене сỹнтерĕр. Тимлĕ пулни инкекрен хăтарĕ.

Хĕл çитнĕ май урамри, кил-çурт таврашĕнчи çулсене вăхăтра тасатса тăни те пысăк вырăн йышăнать. Пушар автомашинисем вырăна хăвăртрах çитсе вут-çулăма вăхăтра сỹнтерĕç. Унпа пĕрлех шыв илмелли башньăсем юсавлă пулни, кỹлĕре вак касмалли çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак ĕçсемшĕн, паллах, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăх ертỹçисем яваплă. Вĕсен пушар сỹнтермелли автомашинăсене юсавлă тытасси, гаражсене хутса ăшăтасси, шыв тултарса хурасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шел пулин те, кашни ял тăрăхĕнчех ĕçе кирлĕ шайра пурнăçлаççĕ теме çук. Сăмахран, Александровка ял тăрăхĕнче пушар сỹнтермелли автомашина сивĕ гаражра ларать, ĕçченсен дежурствине те йĕркелемен. Урмаел ял тăрăхĕнче те пушар машинин водитель çук. Çак çитменлĕхсене вара пĕтермеллех. Вут-çулăм тухсассăн ялти автомашина хăвăртрах çитет, инкеке сирме пулăшать.

Асăннă ыйтусене район администрацийĕнче йĕркеленĕ канашлура та сỹтсе яврăмăр. Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем çывхарнăран уйрăмах тимлĕ пулмалла. Шăпах уявсен вăхăтĕнче вут-çулăм тухас хăрушлăх ỹсет. Çулсене тасатма яваплă çынсем уйăрмалла, дежурствăсем йĕркелемелле.

С.АЛЕКСЕЕВ,

районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика