АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх! Епле илемлĕ салонта

25 ноября 2016 г.

Чăваш хĕрарăмĕ мĕн ĕлĕкрен алă ĕçĕ тума ăста пулнă. Пир тĕртме те, çăм арлама та, кĕпе-саппун, тутăр çĕлеме те, тĕрлеме те, çыхма та вăхăт тупнă. Халĕ те çак йăлана чунтан юратакансем пур. Маттур хĕрарăмсем пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлеме, чĕнтĕр çыхма, тĕрлĕ япаласем ăсталама лараççĕ. Вĕсен ĕçĕсем чăннипех те илемлĕ пулса тухаççĕ. Пĕр-пĕрин паха япалисемпе паллашма, вĕренме час-часах выставкăсем йĕркелени пулăшать. Сăмахран, кашни çулах районти Акатуйра, «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче, библиотекăсенче алă ĕçĕсен куравне йĕркелеççĕ.

Районта пурăнакансем алă ĕçĕсемпе паллашма, вĕсене хак пама яланах хавас. Анчах та кашниех выставкăна çитсе курма вăхăт тупаймасть çав. Çавна май, çынсем ыттисен ĕçĕсене хаклама пултарччăр тесе, "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕн ĕçченĕ Алена Полякова çулсеренех Анне кунĕ умĕн, автомашина салонне капăр ĕçсемпе илемлетессине йăлана кĕртнĕ. Кашни çулах тĕрлĕ маршрутпа çỹрекен ГАЗельсенче алă ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Район центрĕнчен тĕп больницăна, Киров поселокне çỹрекен, пассажирсене турттаракан "ГАЗеле" алă ĕçĕсемпе пуçласа илемлетнине кашниех астăвать пулĕ. Кăçал музей ĕçченĕсем "Комсомольски - Шурут" маршрут çинчи "ГАЗель" салонне чĕнтĕрлĕ салфеткăсемпе, тĕрленĕ ал тутрисемпе, çыхнă тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе илемлетнĕ. О.Киргизова, И.Перьева, О.Самаркина (Тăманлă Выçли), Л.Морозова, З.Хлебникова (Вăрманхĕрри Чурачăк), Ц.Моторина (Тукай) ĕçĕсем салона хăтлăх кỹреççĕ, çутатса яраççĕ, чун кĕртеçççĕ. Ĕненместĕр-и, çитсе курăр! "ГАЗель" номерĕ - Р 200 РР.

- Çитес вырсарникун Амăшĕсен кунне уявланă май, "Пирĕн аннесен маттур аллисем" выставкăна автомашина салонĕнче йĕркелерĕмĕр. Çакна ахальтен мар, кашни çын вĕсен ĕçне хак пама пултартăр, паллаштăр тесе пурнăçланă, - пĕлтерчĕ Алена Овиковна.

- Автомашинăра выставка йĕркелени чăннипех те ырă пулăм. Музея çитсе курмасăрах алă ăстисен ĕçĕсене хаклама май туса пани çав тери лайăх. Çула тухакан пассажирсем тĕлĕнĕвне пытармаççĕ. Эх! Епле илемлĕ, кунтан тухас та килмест, - терĕ Шурутран килекен пĕр пассажир.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика