25 ноября 2016 г.
Педагогикăра чăн профессионаллăхпа палăрса тăракан пĕр-пĕр ятлă-сумлă вĕрентекенпе вулакана çывăхрах паллаштарас тĕллевпе вăл е ку шкула çула тухсан пуçăма яланах В. Ключевский каланă сăмахсем аса килеççĕ: "Лайăх вĕрентекен пулас тесен хăв мĕне вĕрентнине те, кама вĕрентетĕн, çавна та юратма тивĕç".
Районти искусство шкулĕн ỹнер уйрăмне пырса кĕнĕ чухне Надежда Владимировна Абдюшева ачасене хĕрсе кайсах мĕнле ỹкермеллине ăнлантарса паратчĕ. Çак ĕç чăннипех те çăмăл мар иккенне ачасем çеç мар, аслисем те лайăх ăнланатпăр. Надежда Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, ỹнер тĕнчине суйласа илнĕ ачасем çирĕп кăмăллă иккен. Пуçăннă ĕçе вĕçне çитерекенсем сахал мар. Шел пулин те, хăшĕ-пĕри йывăрлăха туйса илсе ỹкерме пăрахать. Куншăн педагог кăмăлĕ хуçăлать, паллах, анчах та вăл ыттисем тăрăшуллă пулнăран савăнать.
Надежда Абдюшева заняти ирттернине куртăм та вăл ача тĕнчине пуянлатмах çуралнине ăнкарса илтĕм. Педагог кашни ачапа уйрăммăн ĕçлет, ỹкерчĕке мĕнлерех ỹкермеллине тата сăрламаллине хăнăхтарать, мĕн ăнкарманнине тĕплĕн ăн-лантарса парать. Педагог ĕçе васкамасăр, тĕплĕн, паха пурнăçланине юратать. Çавăнпах пулĕ уйрăмри вĕренекенсем тăрăшуллă та маттур.
- Ỹнер уйрăмĕнче ăсталăха туптакан ачасем шурă хут çинче кăна ỹкерме хăнăхмаççĕ, вĕсем пултарулăха ỹстерсе пырса тĕрлĕ меле алла илеççĕ. Унпа пĕрлех тĕрлĕ япаласем ăсталама хăнăхтарасси те - манăн тивĕç. Тăварлă чустапа ĕçлетпĕр, тĕрлĕ илемлĕ япаласем тăватпăр. Сăмахран, алкасем, шăрçасем, ỹкерчĕксем. Ачасен тĕрлĕ япала ăсталама кăмăлĕ тата фантазийĕ çеç пултăр. Унпа пĕрлех шурă пусмана сăрласа шарф хатĕрлесси те вĕсен кăмăлне каять, - паллаштарать кулленхи вĕренỹ процесĕпе Надежда Владимировна.
Педагог ачасен канăвĕпе вĕренĕвне яланах усăллă ирттерме тăрăшать. Çавна май тăтăшах экскурсисем йĕркелеççĕ, районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче пулакан выставкăсене те хаваспах çỹреççĕ. Педагог çамрăк ăрăва паллă художниксен паха ĕçĕсемпе паллаштарассине тĕпе хурса ĕçлет. Унпа пĕрлех уйрăмра мастер-классем йĕркелессине те йăлана кĕртнĕ. Сăмахран, пĕлтĕр паллă ỹнерçĕсем - Вагиз Камальтдинов, Миша Григорян, Вениамин Лукиянов - вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Районти пысăк мероприятисенчен те айккинче юлмаççĕ вĕсем. Тĕс-лĕхрен, Акатуйра кашни çулах пултаруллăскерсен ĕçĕсен выставкине йĕркелеççĕ.
Надежда Владимировна педагог искусство шкулĕнче ĕçе кỹлĕннĕренпе кăçал 11 çул çитнĕ. Çак вăхăтра вăл вун-вун ачана ỹкерме, тĕрлĕ илемлĕ япала тума хăнăхтарнă. Унăн выпускникĕсенчен чы-лайăшĕ паянхи кун та ăсталăха малалла туптать. Вĕсем - пулас художниксем. Нумайăшĕ - Настя Андреева, Алла Зайцева, Катя Антонова, Настя Горбунова, Катя Макарова, Таня Шакмакова, Светлана Петрова - хăйсен пĕрремĕш выставкисене шăпах пуçласа районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче йĕркеленĕ.
Педагог вĕренекенсен пултарулăхне тĕрлĕ майпа аталантарма тăрăшать. Çав вăхăтрах вара хăй те кун-çул уттинчен юлмасăр çĕнĕлĕхсене алла илет. Чун киленĕçне ĕçре усă курать. Педагог - районта иртекен анлă мероприятисен художникĕ, дизайнерĕ те. Акă, Пĕтĕм тĕнчери тутар эстрада юрăçисен "Урмай моны", "Урмай залида", республикăри "Шăпчăк сасси" фестивальсен тĕп художникĕ те вăлах. Надежда Владимировна занятисенче ачасемпе пĕрле ларса ĕçлет. Унăн илемлĕ те хăйнеевĕрлĕ ĕçĕсем пайтах. Ахальтен мар унăн ĕçĕсене вĕренекенсем чи лайăххи вырăнне хурса хаклаççĕ. Ун пек пулма ĕмĕтленсе кашни урока хавас кăмăлпа çỹреççĕ.
- Ачасемпе çывăхланас тесен тĕрлĕ вăрттăнлăхпа усă курма тивет. Паллах, ỹсĕме пăхмасăр - хама вĕсен шайĕнче тытма та. Вĕренекенсем хăйсемпе çывăхрах çынна ытларах шанаççĕ. Шанăç вара кашнин чун-чĕри патне кирлĕ "уçă" тупма пулăшать. Эпир пĕрле ỹкеретпĕр, вĕренỹ урокĕсем ирттеретпĕр, канма та вăхăт тупатпăр, пухăнса тĕрлĕ ыйтăва та сỹтсе яватпăр. Уйрăма çỹрекен ачасем пурте уçă кăмăллă, маттур, - каласа парать вĕрентекен.
Надежда Владимировнăн вĕренекенĕсем- республика, çĕршыв, тĕнче шайĕнчи конкурссен çĕнтерỹçисем те. Ачасен ĕçĕсем Турцири, Испанири выставкăсенче те пулса курнă. Çакă вара тата ĕçлеме хавхалантарть.
Педагог ачасем маттур пулнипе, хавхаланса ỹкернипе, ĕçĕсене тĕрлĕ конкурссенче пысăка хурса хакланипе савăнать.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"