АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене пĕрле сỹтсе явнă

25 ноября 2016 г.

 Вĕренỹ çулĕ - вĕрентекенсемпе шкул ачисемшĕн çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те хĕрỹ тапхăр. Ачисем вĕренỹре еплерех ĕлкĕрсе пырса мĕнлерех ăс-тăн пухнине сăнаса тăракан ашшĕ-амăшĕшĕн те хăйнеевĕр "вĕренỹ çулĕ" пуçланать. Паллах, çитĕннисем ачисене мĕнле майпа та пулин пулăшма е кирлĕ сĕнỹ пама тăрăшаççĕ. Шкулпа тачă çыхăну тытма тăрăшакансен йышĕ хушăнса пырать. Çак çыхăнăва ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Иртнĕ эрнере çакăн пек пуху Хырхĕрри тĕп шкулĕнче иртрĕ.

Хăш-пĕр класри ачасен ашшĕ-амăшĕ пухăва палăртнă вăхăтран маларах çитрĕ. Кĕçĕн классен ертỹçисем Галина Витальевна Храмова тата Надежда Михайловна Лукиянова вĕсемпе усăллă калаçусем ирттерчĕç, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Çиччĕмĕш класс ертỹçи Валентина Федоровна Лепешкина çак класрах вырăс литературипе уçă урок йĕркелерĕ. Чăн малтан пухура шкул директорĕ Юрий Петрович Алексеев сăмах илчĕ. Вăл шкулти пурнăçпа паллаштарчĕ, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем пирки те каларĕ. Вĕренỹ пайне ертсе пыракан Надежда Тимофеева ачасем пĕрремĕш чĕрĕке еплерех вĕçленине пĕтĕмлетрĕ. Вĕренỹре палăрнă ачасене уйрăммăн палăртрĕ. Шкулта тĕрлĕрен кружоксемпе спорт секцийĕсем нумай çул ĕçлеççĕ. Алĕç ăстисен ушкăнне çỹрекенсем пуху валли ятарласа курав хатĕрленĕ, вăл кирлĕ мар япалана еплерех усă курма пулнине кăтартса парать. Шкул хаçачĕн çĕнĕ номерĕ те кун çути курнă.

Социаллă педагог Лариса Андреева, Людмила Белкова аслă вожатăй, Ирина Степанова вĕрентекен воспитани ыйтăвне хускатрĕç.

Чăн та, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем пĕр сăмахлă пулса, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлени ачасене тата та ырă витĕм кỹрет, вĕренĕве алла çирĕпрех илме хистет.

Г.БЕЛКОВА,

вĕрентекен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика