25 ноября 2016 г.
Манăн аттепе анне пĕр-пĕрне сăнаса, чун-чĕререн савса пĕрлешнĕ. Çав юратăвăн тĕпренчĕкĕ - эпĕ çурални. Анне мана çут тĕнчене киличчен хăй варĕнче тăхăр уйăх йăтса çỹренĕ, ырă-сывă çуратас тесе упраса-сыхласа пурăннă. Çуралсан хăй кăкăрĕн сиплĕ те ăшă сĕчĕпе мана тĕрек панă. Миçе каç çывăрман-ши тата вăл? Çулталăка çитсен пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Калаçма чĕкеç чĕлхи пилленĕ. Шкула кайма вăхăт çитсен ăслă-тăнлă çын пулма вĕрентĕр тесе хаклă çыннăмăр пĕтĕм вăй-халне парать. Килте е урамра мĕнле те пулин ыйту çуралсанах анне патне чупса пыратпăр, канаш-сĕнỹ ыйтатпăр.
Анне пурри - ăраскал. Хама çуратса ỹстернĕ аннерен пахи никам та çук. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă мана анне.
Анне, Валентина Петровна Воронова (Беляева) çамрăклах колхозра вăй хурса ĕçленĕ. Аллисем вара - ĕçпе пиçĕхсе хытнă пулсан та - тĕлĕнмелле ачаш, çемçе. Питĕ тăрăшуллă, кашни ĕçе тĕплĕн пурнăçлать, тем тума та ĕлкĕрет. Çакăншăн ăна ял çыннисем хисеплеççĕ те. Унăн кăмăлĕ ырă. Анне - аттешĕн юратнă мăшăр, ачисемшăн - ырă кăмăллă юлташ, тĕнчери чи хаклă, чи хисеплĕ çын. Анне пĕçернĕ çăкăр та калама çук тутлă. Ирсерен тин çеç пиçсе тухнăскерĕн шăршипе вăранма мĕн тери аван-çке! Вăл сăмсана кăтăклать, хăвăртрах тăма хистет.
Анне... Аннеçĕм... Чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума. Кун çути кăтартнăшăн, чунна парса ỹстернĕшĕн ачусем сан умра ĕмĕр-ĕмĕр парăмра!
Настя ВОРОНОВА,
11-мĕш класс.
Нĕркеç вăтам шкулĕ.
Источник: "Каçал Ен"