АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эс пуртан пурнăç илемлĕ

25 ноября 2016 г.

Манăн аннене Оксана Николаевна тесе чĕнеççĕ. Вăл манăн - чи хитри, чи илемли, чи ăсли.

Анне Асанкассси ялĕнче пурăнакан Даниловсен çемйинче кун çути курнă. Елизавета Ивановна мăшăрне килтех хăмăр çỹçлĕ, хăмăр куçлă хĕр çуратса панă. Ĕç "куршанакĕ" Оксана çумне ача чухнех çыпăçнă. Амăшĕ çумĕнче вĕткеленнĕ кăна вăл: япала çунă, çум çумланă, чустапа аппаланнă...

Ĕмĕрлĕхех хăвна килĕшекен ĕç тупни - кирек камшăн та пысăк телей. Пĕришĕн ку ăнсăртран килсе тухать, тепри ачаранах хăй кам пулассине пĕлет. Анне те пĕчĕкренпех вĕрентекен пулма ĕмĕтленннĕ. Çак тĕллевпех Канашри педагогика колледжĕнче вĕренсе диплом илсен ĕç кĕнекине Асанкасси вăтам шкулĕнче уçнă. Ĕçленĕ хушăрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетчĕн чăваш филологи факультетне куçăн мар майпа пĕтернĕ.

Вĕрентекен шкул ачисемпе юнашар пулма вăхăтне нихăçан та шеллемест. Çав хушăрах кил-тĕрĕшри ĕçĕсене тума та, мана валли те вăхăт тупать. Анне класри ачасемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Хĕлле йĕлтĕр сырса иксĕмĕр вăрмана çула тухатпăр, çулла шыва кĕме çỹретпĕр. Республика шайĕнчи конкурссене хутшăнать юратнă çыннăм. Акă, кăçал "Православный учитель" конкурсра лауреат пулса тăчĕ. "Чăваш чĕлхипе литератури: теори тата меслетлĕх" статьясен пуххинче тăтăшах хăйĕн опычĕпе паллаштарать. Наци чĕлхипе литературине вĕрентессипе çыхăннă тĕрлĕ конференцисен, конкурссен, семинарсен яланхи хутшăнуçи. Общество ĕçĕнче те хастар. Вунтăватă çул ĕнтĕ вăл Асанкасси вăтам шкулĕнче çамрăк ăрăва тарăн пĕлỹ парас тесе тăрăшать. Пултаруллă, ырă кăмăллă педагога шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, ĕçтешĕсем питĕ хисеплеççĕ.

- Тепĕр хут çуралса алла професси илме тивсен те, эпĕ вĕрентекен ĕçнех суйлăттăм. Чуна çывăх ĕç ку маншăн, - тет аннем.

Пушă вăхăтра эпир аннепе тутлă апат-çимĕç пĕçерме юрататпăр. Вăл мана тĕрлĕ алă ĕçĕ тума хăнăхтарать, ваттисемпе пĕчĕккисене хисеплеме те вĕрентет. "Эсĕ лайăх вĕренни - маншăн чи пысăк парне", - тет тăтăшах.

Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, ĕçченлĕх, сăпайлăх унра! Çакăн пек çынсем, аннесем пуртан çут тĕнче илемлĕ. Хăйне тытма пĕлни, кашни сăмаха шухăшласа калаçни, яланах пулăшма хатĕрри ыттисене те çапла пулма хистет.

Ирина КОПТАШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика