25 ноября 2016 г.
Тăван аннене суйламаççĕ
Суйлас пулсан та ăна,
Эп илĕттĕмччĕ суйласа, Т
ăван аннеçĕм, сана!
(Р.Сарпи).
Çут тĕнчери чи хаклă, çывăх, юратнă çын кам тесе ыйтсан, кашни ача тăхтамасăрах "анне" тесе каланинчен тĕлĕнмелли çук. Анне - пурнăç парнелесе лăпка-лăпка ỹстерекен, кирлĕ вăхăтра канаш-сĕнỹпе хавхалантаракан. Вăл хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕç, çуса тасатнă кĕпе-йĕм, çыхнă ăшă тумтир пулнине эпир хăнăхса çитнĕ те яланах çапла пулмалла тесе шутлатпăр. Ир-ирех тăрса выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма, ачисене тирпейлесе шкула кăларса яма та ĕлкĕрет-çке анне. Çав вăхăтра хăйĕн те ĕçе кайма вăхăт çитет. Кирек мĕнле профессире вăй хуракан аннесен пурин те пĕртен-пĕр тĕллев - хăйсен чун тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратасси, телейлĕ тăвасси. Комсомольскинче пурăнакан Марина Каштанова та яланах çак тĕллевпех малалла утать.
Марина Анатольевна Янкасси ялĕнче Дмитриевсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Александра Васильевнăпа Анатолий Дмитриевич 4 хĕрпе 2 ывăла пурнăç парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, çĕршывшăн юрăхлă çынсем тăвассишĕн тăрăшнă. Ачисем те пурте килĕшекен ĕçсенче тăрăшнă тата тăрăшаççĕ, аш-шĕпе амăшĕн сĕнĕвĕсене халĕ те пăхăнса пурăнаççĕ, кашни уява пурте пĕрле пухăнса ирттереççĕ, кану кунĕсенче те вĕсем пĕрле.
Марина Нĕркеç ялĕнчи шкулта 8 çул вĕреннĕ хыççăн вăтам пĕлĕве Çĕнĕ Кипеçри шкулта илнĕ. Шкул пĕтерсен вара вырăнти лавккарах ĕçлеме пикеннĕ. 1984 çулта Елчĕк районĕнчи Çуткỹл ялĕн каччипе Виталипе хăйĕн пурнăçне çыхăнтарнă. Пĕрлешнĕ хыççăнах телейлĕ мăшăр Комсомольски ялне куçса килме шут тытнă. Виталий Германович Комсомольскинчи Сельхозтехникăра водительте 18 çул вăй хунă, каярах почта уйрăмĕнче тăрăшнă.
Марина Каштанова вара куçса килсенех "Кооператор" ОООна ĕçлеме вырнаçнă та, унта 33 çул ĕнтĕ тимлет. Марина Анатольевна хăйĕн ĕçне чунтан парăннă тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл çамрăк специалистсемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче, вĕсене сĕнỹ-канаш пама та пĕрре те ỹркенмест. Хастар ĕçчен нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята та, тĕрлĕ çулсенче "За безупречный труд в потребительском кооперативе РФ" значоксене илме те тивĕç пулнă. Унсăр пуçне Каштановсен çемье архивĕнче Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем те упранаççĕ, унăн сăнỹкерчĕкĕ Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çинче тăма та тивĕç пулнă.
Каштановсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнелесе ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн кунĕн-çĕрĕн тăрăшнă. Аслă ывăлĕ Алексей Санкт-Петербург хулинче çемйипе тĕпленнĕ, ашшĕпе амăшне мăнук парнеленĕ, иккĕмĕш пепкине кĕтеççĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ Андрей Мускав хулинче килĕшекен ĕçĕнче тимлет. Хĕрĕ Екатерина, амăшĕ пекех тирпейлĕ те тараватскер, кунтах, çемйипе Комсомольскинче пурăнать. Тăван кил ăшшине туйма ывăлĕпе Степăпа килсех тăрать. Марина Анатольевна каланă тăрăх, хĕрĕ Катюша уншăн чăн-чăн чун киленĕçĕ, хăй те анне пулнă хĕрĕнче хăй вĕрентнисене курса вăл кашни кунах савăнать, мăнукĕн çитĕнĕвĕсемшĕн те чунтан хĕпĕртет.
Анне кунĕ çывхарнă май, Марина Анатольевнăна кам-ши уншăн анне ыйтăва памасăр чăтаймарăм.
- Аннене эпĕ хĕвелпе танлаштаратăп. Унăн ăшши, кулли иксĕлми. Çĕр çинче хĕвелсĕр пурнăç та пулмастчĕ, анне пулмасан вара этемлĕх пĕтсе ларатчĕ. Аталану - хĕрарăм хăватĕнче, унăн чăтăмлăхĕнче, çирĕплĕхĕнче, ĕçченлĕхĕнче. Аннесем хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн тем тỹсме те хатĕр. Паянхи кун анне çумра çук, çапах унăн çутă сăнарĕ манăн асăмра яланлăхах упранса юлнă. Аннесĕр çын мĕнле пуян пулсан та, телейлĕ пулаймасть. Унăн ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене, вĕрентĕвĕсене эпир нихăçан та манас çук, - тет хăйĕн амăшне, Александра Васильевнăна, аса илсе Марина Каштанова.
Кашни çыншăн анне - чи хакли. Çавăнпа та пирĕн аннесем ĕмĕр пурăнччăр! Вĕсем çумра пулсассăн, пире юратсассăн çеç эпир телейлĕ.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"