АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннеçĕм чĕри

25 ноября 2016 г.

 Кашни çыншăн анне - чи çывăх та чи юратнă çын. Çавăнпа та эпĕ Анне кунĕ умĕн хамăн туйăма анне - Киров поселокĕнче пурăнакан Нина Васильевна Деменкова патне - çитерес тесе прозăлла сăвă çырас терĕм.

Сисрĕн эсĕ, Аннеçĕм чĕри, паян кĕçĕн хĕрỹ тăван кил алăкне уçнине. Аннеçĕм чĕри, икĕ çунаттине сарса вĕçсе тухса кайнă чун тĕпренчĕкỹ таврăннине туйрăн эсĕ. Тунсăхпа тулнă, савăнăç куççулĕпе йĕпеннĕ кăн-кăвак тỹпене аса илтерекен янкăр куçусенчен тинкернĕ май, санăн ытамна ыткăнатăп, пуçăма кăкăру çине хуратăп. Санăн кăвар пек ăшăтса тăракан ытамна йăпшăнатăп, чĕрỹ таппине хамăн пĕтĕм кĕлеткепе, чĕремпе туятăп.

Эх, аннеçĕм! Мĕн тери аслă санăн чĕрỹ... Чунра лăпкăлăх, канăçлăх хуçаланать-çке чĕрỹн таппине итленĕ май. Çĕр çинче пĕртен-пĕр çыннăн чĕри çеç çакăн пек пысăк юратупа, Аслă юратупа тапма пултарать.

Эх, аннеçĕм! Мĕн тери тỹсĕмлĕ санăн чĕрỹ. Аслă Турă сана кирек мĕнле йывăрлăха, нушана тỹссе ирттерме тỹсĕмлĕ чĕре пилленĕ. Ачусемшĕн эсĕ вута кĕме хатĕр. Шывра та путмасть, сăрт-тăва тепĕр енне çавăрса хума та тỹсĕм çитеретех санăн чĕрỹ.

Эх, аннеçĕм! Мĕн тери сисĕмлĕ санăн чĕрỹ. Ман пурнăçăн савăнăçĕпе пăшăрханăвне пĕр сăмахсăрах, куçран пăхсах туйса илет.

Тĕлĕнмелле вăй-хăват тапса тăрать санăн аслă, сисĕмлĕ, тỹсĕмлĕ, çепĕç чĕрỹнте.

Аннеçĕмĕн чĕри мĕн тери пысăк юратупа тулма пултарнине хам анне пулсан тин ăнлантăм.

Пурнăç çути - анне.

Çĕр çинче кам чи чысли,

Таса çăлтăр пек куçли.

Пирĕншĕн çунаканни,

Чĕререн саваканни?

Пурнăç паракан Анне!

Çĕр çинче чи çывăххи,

Шур чечек пек лайăххи,

Кам-ши тунсăхлаканни,

Хăй ăсне параканни?

Пурнăç çути вăл - Анне!

Уçă кăмăлли, ăсли,

Çĕр çинче кам сăпайли,

Çепĕççĕн пуплекенни,

Ыр кун-çул пиллекенни?

Эсĕ вăл, тăван Анне!

Светлана ПЕТРУШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика