25 ноября 2016 г.
Православи чиркĕвĕн сăваплă Синочĕ чĕннипе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ноябрĕн 22-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейши Патриархĕ Кирилл çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсене хутшăннă.
Кирилл Патриарх чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕнче 70 çул тултарнă. Республика Пуçлăхĕн салам телеграмминче çапла палăртнă: "Чăваш Енĕн пĕтĕм халăхĕ ячĕпе Сире Чиркĕве тата çынсене туллин парăннăшăн, Сирĕн обществăн кăмăл-сипет никĕсне çирĕплетес тĕллевлĕ ĕçĕршĕн, çемье тата ачалăх институтне пулăшнăшăн, çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ панăшăн чĕререн тав тумашкăн ирĕк парсамăр". Михаил Игнатьев Святейши Патриарха пирĕн республика тĕлĕшпе яланах тимлĕ пулнăшăн, Чăваш Ене килсе кайнăшăн тав тунă.
Аса илтерер: Чăваш Республикинче пулнă май Вырăс Православи Чиркĕвĕн ертỹçи Михаил Игнатьева тăван çĕр ырлăхĕшĕн пурнăçланă ĕçсемшĕн тав тунă. "Эсир халăхăн кăмăл-сипетне, обществăна арканасран сыхлакан хаклăхсене сыхласа православи чиркĕвĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме хатĕррине уйрăммăн палăртас килет. Ертỹçĕ пулнă май эсир халăх пĕрлĕхĕн пĕлтерĕшне ăнланатăр, нумай нациллĕ республикăна ертсе пынă май çак çĕр çинче çураçупа килĕшỹ пултăр тесе пĕтĕмпех тăватăр. Турă пехилĕ сирĕнпе пултăр",- тенĕ Кирилл Патриарх.
("ХЫПАР").
Источник: "Каçал Ен"