25 ноября 2016 г.
"Амăшĕ ачине çуратнă чух çунат парать", - тенĕ мăн асаттесем. Анне пире çынлăхăн чи лайăх енĕсене ăша хывма, ырă ĕçсем тума вĕрентет, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшать. Унăн тивлечĕпе хавхаланса, хамăршăн чи хаклă çыннăмăра асра тытса эпир пурнăçра темле кăткăс лару-тăрăва та çĕнме вăй-хал çитеретпĕр. Аннемĕр пире сыхласа упрать, хăйĕн шанăçĕпе çунатлантарса çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантарать. Çавăнпа та пирĕн тава тивĕçлĕ хĕрарăмсене кашни çулах районти культура çуртĕнче пухассине йăлана кĕртни савăнтарать.
Акă, ноябрĕн 23-мĕшĕнче "Ĕç хĕрарăмне мухтар!" фестивале районти "Централизациленĕ клуб системи" учрежденийĕ тата хĕрарăмсен совечĕн обществăлла организацийĕ йĕркелерĕç. Çитес уявпа хĕрарăмсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен тата вĕрентỹ пайĕсен начальникĕсем Светлана Ульдинапа Надежда Петрова, хĕрарăмсен совечĕн председателĕн çумĕ Светлана Портнова ăшшăн саламларĕç.
Фестиваль Ĕç çыннин çулталăкне тĕпе хурса иртрĕ. Кашни ял тăрăхĕнчен килсе çитнĕ хастар хĕрарăмсене вырăнти фольклор ушкăнĕсемпе пултаруллă артистсем те пулăшрĕç.
Уява курма килнисем хĕрарăм, арçынсемпе пĕр танах, тĕрлĕ профессине алла илме пултарнине, хальхи хĕрарăм çурт хăпартма та, машинăпа хăех çỹреме те, производствăна ертсе пыма та пултарнине туллин сăнама пултарчĕç. Ĕçлĕ хĕрарăм час-часах коллективра лидер пулса тăрать, хăйĕн ĕçне çỹллĕ шайра пурнăçлакан ĕçчен ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, пулăшу ыйтма та ун патнех пыраççĕ.
Асăннă фестивале хутшăннă Урмаел ял тăрăхĕнчи Минсылу Кушаева "Алга" кооперативра тĕрлĕ ĕç пурнăçлаканра нумай çул тăрăшать. Шурутри Лидия Пыркина - "Урожай" колхозăн чи маттур ĕне сăваканĕ. "Восток" ЯХПК тĕп бухгалтерĕ Зинаида Андреева та, "Труд" ЯХПК зоотехникĕ Елена Наумова, Г.Атласкин фермер хуçалăхĕн ĕне сăваканĕ Елена Алексеева та, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕн доярки Зинаида Ефремова та, "Слава" ЯХПК доярки Ольга Ефимова та, "Дружба" ЯХПКра тĕп бухгалтерта ĕçленĕ Мария Ильязова та, Г.Прокопьев фермер хуçалăхĕн заведующийĕ Ольга Прокопьева та, "Рассвет" ЯХПКри сысна пăхакан Ольга Кузьмина, "Асаново" ЯХПК поварĕ Роза Калашникова та, "Сюрбеево" ОООра пăру пăхакан Светлана Медведева та ĕçре хастар та пултаруллă пулнине, тава тивĕçлине çеç мар, вĕсем чăн-чăн аннесем пулнине çирĕплетсе пачĕç.
Унсăр пуçне фестивале хутшăнакансем "Ĕçчен - мухтавлă янăрать", "Эпĕ ĕмĕтленекен ĕç тумтирĕ" дефиле кăтартса савăнтарчĕç. Маттур хĕрарăмсемпе пухăннисем электронлă презентаци урлă тата та çывăхрах паллашрĕç.
Сцена çине тухнă "Асамат кĕперĕ" ача сачĕн шăпăрланĕсем ташласа, сăвăсем каласа залра ларакансене савăнтарчĕç. Ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсене те, Марина Волкова юрăçа та тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
"Ĕç хĕрарăмне мухтар!" фестивале хутшăннă хĕрарăмсем кашниех асăнмалăх парнесене тата Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"