АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирексене тинех касрĕç

22 ноября 2016 г.

Эпир чылай çул ĕнтĕ район центрĕнчи Куйбышев урамĕнчи çиччĕмĕш тата тăххăрмĕш çуртсенче пурăнатпăр. Çамрăкрах чухне кунсерен тенĕ пек ĕçе каяттăмăр. Халĕ вара тивĕçлĕ канура. Çавна май пирĕн пушă вăхăт та ытларах. Ывăл-хĕрсене, мăнуксене воспитани пама пулăшатпăр, алса-чăлха çыхатпăр, кил-çурта тирпейлетпĕр, картишсенче, урамра таса пултăр тесе хамăртан мĕн килнине пурне те тума тăрăшатпăр.

Унччентерех çỹп-çап хуракан контейнерсене пирĕн çурт çывăхнех лартса панăччĕ. Пĕр енчен ку аванччĕ-ха ĕнтĕ, тулли витресемпе инçех каймалла мар. Тепĕр енчен вара тулли тимĕр ещĕкри ăпăр-тапăра йытăсем унта-куна сĕтĕретчĕç. Йĕри-тавра хут, полиэтилен хутаçсем сапаланса выртатчĕç. Кăштах çил вĕрсенех çак тасамарлăх картишсене вĕçсе кĕретчĕ. Çакă пире питех те пăшăрхантаратчĕ.

Кăçал вара Комсомольски ял тăрăхĕн ертỹçисем пирĕн ыйтăва татса пачĕç. Контейнерсене лартма урам вĕçĕнче ятарлă вырăн турĕç. Ăна кирлĕ пек йĕркелерĕç. Тинех пирĕн урамра тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланма пуçларĕç.

Çакна та каласа хăварас килет, пирĕн çуртсене 1950-1960 çулсенчех лартнă. Кунта кашласа ларакан тирексем те çав çулхисемех. Çавна май вĕсем çурт тăрринчен самай çỹлерех кармашаççĕ. Вĕсем пире уйрăмах çиллĕ çанталăкра шиклентеретчĕç. Тураттисене унталла-кунталла силлентереççĕ, халь-халь çурт тăррине татăлса анассăн туйăнаççĕ. Çакăн пек инкек пуласран Турă сыхларĕ пулĕ. Енчен те пĕр пысăк турачĕ хуçăлса ансан та икĕ хутлă çурт тăрри шăтма та, ишĕлме те пултарать-çке. Кун пирки эпир ял тăрăхĕн ертỹçисене те каланă, вĕсенчен пулăшу ыйтнă.

Чăнах та, пĕр 2 çул каялла рабочисем йывăçсене касма килчĕç. Пысăках мар 1-2 çăкана касрĕç. Халь-халь çурт çине йăтăнса анас пек ларакан çỹллĕ те лăпсăркка тирексене тивме шикленчĕç. "Çурт ишĕлме пултарать", - терĕç.

Кăçалхи кĕркунне вара тинех ĕмĕт пурнăçланчĕ. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, унăн çумĕ Олег Абросимов пирĕн урама тĕрлĕ техника илсе килчĕç. Пĕлĕтелле кармашакан тирексене кастарчĕç. Çамрăксем асăрханса, çав тери тирпейлĕ ĕçлерĕç. "Николай Галзанов тракторист хăй ĕçĕнче чăн-чăн виртуоз",- терĕмĕр эпир. Бульдозерпа та, тракторпа та çав тери ăста ĕçлет.

Халĕ пирĕн хваттерсенче çутă, ал ĕç тума та лайăх. Унччен вара кантăксене тирексем хупланăччĕ. Ку, паллах, пире савăнтарать. Ĕмĕре тăсма пулăшать.

Пенсионерсем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика