22 ноября 2016 г.
Пĕтĕм тĕнчере пирус туртма пăрахмалли куна (ноябрĕн 17-мĕшĕ) çынсене сывлăхшăн сиенлĕ амака хирĕç тăма хăнăхтарас тĕллевпе паллă тăваççĕ. Пирус тĕтĕмĕ чăнахах та организмшăн питĕ сиенлĕ-и? Çак тата ытти ыйту тавра районти тĕп больница нарколог врачĕпе Людмила Ярышевăпа калаçрăмăр.
- Юлашки çулсенче Раççейре табак туртакансен йышĕ палăрмаллах ỹснĕ, çул çитменнисем хушшинче сиенлĕ çак йăла сарăлни те сисĕнет. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейре пирус туртакан 300 пин ытла çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Статистика кăтартăвĕсемпе килĕшỹллĕн, куллен 700 вилĕм таран пулать. Çĕршывра та, пирĕн республикăра та тĕтĕм-чĕлĕм чирĕпе кĕрешсе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ, йышăнусем вăя кĕреççĕ. Çул çитмен çамрăксен хушшинче те сиенлĕ тĕтĕмпе наркăмăшланакансен йышне чакарассинче тĕрлĕ акцисем, калаçусем йĕркелени те пысăк витĕм кỹретех.
- Людмила Ивановна, мĕнпе сиенлĕ-ха табак туртни?
- Чăн та, сиен çинчен пурте пĕлеççĕ, анчах туртакан кашни çын никотин тĕтĕмĕпе çыхăннă вăл е ку чир хăйне пырса тивмессе шанать. Организмăн кирек хăш органне те сиенлĕ витĕм кỹрет çав сигарет. Тĕп "мишень" вара - ỹпке, сывлав çулĕсем. Пирус туртакан çыншăн чĕре чирĕсем аталанас хăрушлăх та пысăк. Чĕре тĕртĕмĕ кислород çителĕклĕ пыманнипе хавшать те - вăхăт иртнĕçемĕн çакă миокард инфаркчĕ патне çитерме пултарать. Инсульт çапса ỹкерме те пултарать, вĕçĕмсĕр мăкăрлантарсан пуç мимин юн тымарĕсем юн çаврăнăшĕ пăсăлнăран вараланаççĕ. Пирус туртакан çын уксахлани, ура ыратни, хăвăрт ывăнни пирки евитлеме пултарать. Çакă урасен артерийĕсем пăсăлнине пĕлтерет. Пирус туртаканăн çакнашкал чирĕ ытларах арçынсем хушшинче тĕл пулать. Табак тăтăш туртакансен гастрит, хырăмлăхпа 12 пумăклă пыршă чирĕсем пуçланас хăрушлăх та пур. Никотин тĕтĕмĕпе киленекенсен ар органĕсем сиенленме пултараççĕ. Арлă-арăмлă пурнăç тапхăрĕ кĕскелес, хĕсĕрлĕх хăрушлăхĕ пур.
Туртмасăр пурăнайманнисем сиен кỹмен пирус пурри-çуккипе кăсăкланаççĕ. Ун пекки хальлĕхе çук. Чăн та, хăшпĕр сигаретра сиенлĕ япаласем сахалрах. Анчах практика çакна кăтартса парать: "çăмăлрах" сигарета туртакансем ăна кун каçа ытларах мăкăрлантараççĕ. Эппин, никотин шайĕ чакмасть.
- Çын хăй тĕллĕн пирус туртма пăрахаять-и е çапах та специалист пулăшăвĕ кирлех?
- Паллах, пултарать. Çакнашкал тĕслĕх чылай. Хăйсем тĕллĕн илĕртмĕш тĕтĕмрен ниепле те хăтăлаймасан квалификациллĕ медицина пулăшăвĕпе усă курма май пур. Сиенлĕ йăларан хăтăлни çынна хăйне ытларах хаклама хĕтĕртет. Çăмăллăн сывлама пуçланă çыннăн сывлăхĕ те лайăхланать. Çемьери çын туртма пăрахни ыттисемшĕн те усăллă, тĕтĕм витĕмĕ вĕсене те витернĕ вĕт. Çавăнпа та çын хăйне ернĕ усала çĕнтерчĕ пулсан вăл пархатарлă ĕç тунипе тан.
А.АНТОНОВА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"