22 ноября 2016 г.
Бриллиант туй кĕрекинче ларакан мăшăрсене манăн чăннипех те телейлĕ тесе калас килет. Вĕсем пурнăçри мĕнпур йывăрлăха пĕрле парăнтарса çемьене упраса хăварма, ачисене ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнă. Акă камсен чĕрисенче чăн-чăн юратупа хисеп пурăнать! Паянхи çамрăксем пек, вĕсем пĕр-пĕрне, тен, "юрататăп" тесе нихăçан та каласа та курман-тăр, анчах пĕрех çак çепĕç туйăм пурнăç çулĕпе юнашар утма пулăшнă.
Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Евгения Мефодьевнăпа Петр Михайлович Ефремовсем çемье çавăрнăранпа 60 çул килĕштерсе пурăннине паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене чи çывăх çыннисем - ачисем, кинĕсем, кĕрỹшĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем - тата Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал, канлĕ ватлăх сунчĕç.
Паллă уяв кунĕнче Ефремовсем ачалăхне, çамрăклăхне те аса илмесĕр чăтаймарĕç. Çăмăлах килмен вĕсемшĕн çав тапхăрсем. Вăрçă вăхăчĕ тата ун хыççăнхи çулсем нумай çын чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Евгения Мефодьевна хаяр вăрçă кĕрленĕ чухне 7-ри ача пулнă. Хĕр 7 класс пĕтерсенех "Гигант" колхозра ĕçлеме пуçланă та тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă. Шăпа пỹрни те тăван кĕтесрех тупăннă.
Петр Михайлович та çак ялтах çуралнă, ачалăхĕ, çамрăклăхĕ кунтах иртнĕ. Мĕн ачаранах колхозра ĕçе кỹлĕннĕ вăл. Чылай вăхăт Нĕркеç ялĕнчи çăм таптаракан пунктра тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайсассăн та юратнă ĕçне пăрахман вăл, килекенсен ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ. Таврари ял çыннисем черет тăрсах сурăх çăмĕ таптарнине Петя тете паянхи кун та ăшшăн аса илет.
Евгения Мефодьевнăпа Петр Михайлович Ефремовсем виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă, мăшăрлантарнă. Паян ватăсем ывăл-хĕрĕсемпе, кĕрỹшĕсемпе, кинĕсемпе, 10 мăнукĕпе тата вĕсен 8 ачипе савăнаççĕ. Тăван киле пурте пуçтарăнсассăн чунтан хĕпĕртеççĕ.
Алла-аллăн 60 çул пĕрле пурăнакан Ефремовсене ыйту памасăр чăтаймарăм.
- Паян çамрăксем хушшинче уйрăлакан нумай. Эсир халь мăшăрланакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр? Тен, сирĕн пĕр-пĕр вăрттăнлăх пур?
- Мăшăрпа иксĕмĕр хушăмăрта лайăххипе пĕрлех пĕр-пĕрне кỹреннĕ вăхăтсем те пулнă пуль, анчах яланах çемье тата ачасем пирки шухăшланă. Кашăк-чашăк кашни шăкăртатмассерен уйрăлса кайсан мĕн пулать? Хăш-пĕр чухне илтнине те илтмĕш, курнине те курмăш тума пĕлмелле. Паянхи çамрăксене те çемьене тĕп вырăна хума, ăна упрама сунас килет. Ылтăн çĕрĕсене пỹрнене тăхăнса, пĕрле пурăнма тупа туса çемье çавăрнă пулсассăн, пĕр-пĕрин хушшинчи юрату хĕлхемне сỹнме памалла мар, - терĕ Петр Михайлович кăшт шухăшласа ларнă хыççăн.
Ефремовсем - чăннипех те тĕслĕх илмелли çемье. Вĕсене малашне те килĕштерсе пурăнма çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"