АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, çул пăрлак, çул шуçлак

22 ноября 2016 г.

Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче çунă юр çурри ирĕлсе кайрĕ, мĕн юлни пăрланса ларчĕ. Юрать, автоçулсене тĕрлĕ хутăшсем сапаççĕ те, унта шуçлак мар. Çуран çỹремелли çулсем, тротуарсем çинче вара çап-çутă пăр выртать, хуть коньки сырса тух... Çав "каток" тăрăх утма та шикленмелле.

Ытти районсенче мĕнле пуль те, пирĕн патра тротуарсем çинчи пăра тасатнине е тăварпа хăйăр хутăшĕ сапнине асăрхасах кайман эпĕ халиччен. Сапни вара пĕртте чăрмантармĕччĕ, мĕншĕн тесен нумай çын шуса ỹкме, хăшĕ-пĕри ăнăçсăр ỹксе алли-урине хуçма та пултарать-çке. Çамрăк, вăйпитти çынсем ура çинче тытăнса юлма пултарĕç-ха, ватăраххисен вара вăр-варлăхĕ чакнă, вĕсемшĕн шуçлак пăр инкек сăлтавĕ пулса тăрасси те инçе мар. Ача-пăчана та асăрхаттарсах тăмалла. Завод урамĕнчи, Кабалин микрорайонĕнчи тата ытти урамсенчи тротуарсем пăрланса ларнă, асăрханса ĕлкĕрмесен çавăнтах персе анăн.

Иртнĕ кунсенче Патăрьел район больницин травматологи уйрăмĕнче пулма тỹр килчĕ те, унта пăрлак çул çинче шуса ỹксе алли-урине хуçнă темиçе çын та гипспа çỹренине куртăм. Апла пулсан, ялсенчи, урамсемпе тăкăрлăксенчи çулсене пăхса тăракансен тротуарсемпе утма çулсем çине те тимлĕх уйăрмаллах-тăр.

Вăхăчĕ çапла кайрĕ те, этемсем автомашинăсăр халь çывăх çула та тухмаççĕ. Район центрĕнче те ĕç кунĕсенче питĕ нумай транспорт хатĕрĕ каялла-малла вĕркĕшет. Кам аякри-çывăхри ялсенчен "тимĕр урхамахĕпе" ĕçе килет, иккĕмĕшĕ пĕр-пĕр организацине харпăр хăй ыйтăвĕпе çитет, теприсем вăл е ку япала туянас шутпа магазинсене васкаççĕ. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен тротуарсем ирĕклĕ-ха, юр ларсан вара вĕсемпе утма кансĕрленет. Хĕллехи вăхăтра тротуарсене юртан тасатса тăманшăн çуран çỹрекен мĕн чухлĕ çын тарăхмасть-ши? Уйрăмах çил-тăман хыççăн шăлса тултарать те, ирĕксĕрех автоçулпа утма тивет. Иртнĕ хĕлле Комсомольски ял поселенийĕн администрацийĕ хăш-пĕр тротуарсене юртан хырса тасатассине йĕркеленĕччĕ, хальхинче те тăсасчĕ çак ырă ĕçе. Районта пурăнакансен сывлăхĕ, пурнăçĕ нимрен те хаклăрах-çке, çакна асра тытасчĕ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика