22 ноября 2016 г.
Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне халалланă уявра "Рассвет" ЯХПК бригадирне Надежда Павловăна нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе чысларĕç.
"Хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста вăл, пĕрре те ывăнма пĕлмест. Ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрет-ши?" - теççĕ Надежда Мироновна пирки ĕçтешĕсем. Бригадирăн йăлт пĕлсе, йĕркелесе тăмалла-çке. Хăйĕн ĕçĕнче пысăк яваплăх пулнине пĕр самантлăха та манма юрамасть. Пысăк опытлă ĕçчен малтан Тукай ялĕнчи пекарньăра тăрăшнă, 1985 çултанпа "Заря" колхозра ĕçлеме пикеннĕ. 1997 çулта "Рассвет" ЯХПК хăй тĕллĕн ĕçлеме пикенсен Надежда Павлова ĕçлĕ çулне унта тăснă. Тĕрлĕ çулсенче весовщица та, разнорабочи те пулса ĕçленĕ. 2004 çултанпа вара бригадирта тăрăшать, 12 çул хушшинче ĕçĕн кăткăслăхне те пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ, йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă.
- Йăлтах çăмăллăнах пулмасть, паллах. Чăрмавсене çĕнтерме çывăх юлташсем пулăшаççĕ. Çумра ăнланакан мăшăр, шанчăклă туссем пур чухне нимĕн те хăратмасть. Коллектив туслă пулни те хавхаланса ĕçлеме пулăшать, - тет маттур бригадир.
Вăл чăнахах та пысăк пĕлỹллĕ специалист. Вуникĕ çулта Надежда Мироновна хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пынă, паянхи кун та вăл ĕçре тăрăшуллă. Çитĕнỹсене кура Надежда Павловăна пĕрре кăна мар Хисеп хучĕсемпе те наградăланă.
- Надежда Павлова - вăр-вар та тăрăшуллă, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе уйрăлса тăракан хĕрарăм. Чăн-чăн профессионал тимлет пирĕн хуçалăхра. Надежда Мироновна кашни çыннăн чунĕ патне сукмак тупма та пултарать. Çакăншăн хисеплеççĕ те ĕнтĕ ăна ĕçтешĕсем, - тет хуçалăх ертỹçи Михаил Афанасьев.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"