АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кĕнеке тухрĕ

18 ноября 2016 г.

Эпĕ ачаранах кĕнекепе вăхăта ирттерме кăмăлланă. Халĕ те кĕнеке - манăн чи çывăх тус, чăвашли те, вырăсли те, ытти халăхсен куçарнă экземплярĕсем те манăн алла час-часах лекеççĕ.

Акă, çак кунсенче вырăс писателĕн Андрей Растворцевăн Чăваш кĕнеке издательстви кăçал пичетлесе кăларнă "Тринадцатое полнолуние" калавсен кĕнекине вуласа тухма тỹр килчĕ. Вăл юлашки вăхăтра вуланисенчен ытларах ман кăмăла кайрĕ.

Кĕнеки çав тери пысăках мар, 400 страница çеç пулин те, унта 50 яхăн калав кĕнĕ. Ытларахăшĕ - Çĕпĕрте тата тайга ытамĕнче пурăнакансен пурнăçĕ, ĕçĕ, йăли-йĕрки пирки. Çынпа çутçанталăк хутшăнăвĕсене, шухăш-кăмăлĕсене тĕплĕн сăнласа панă. Хăш-пĕр калавĕсем тĕрлĕ мистикăлла тата легендăсен туртăмĕпе çыхăннă пулин те, вĕсем ахаль çын пурнăçне сăнлани те уйрăмах кăмăла каять, асра юлать.

Мана çав 50 калавран "Философ", "Дурачок", "Мама", "Калинов камень", "Ладонь", "Полуторка", "Малохольный", "Петруха", "Размышление у зимней печки" калавсем ытларах килĕшрĕç.

Хайлавсене вулама çăмăл чĕлхепе çырни те тыткăнлать. Шел те, пирĕн библиотекăра пĕртен-пĕр экземпляр çеç. Çапах та кĕнекепе алра ларма юратманнисене те "Тринадцатое полнолуние" калавсен пуххипе паллашма сĕнетĕп, вăл сирĕн чун-чĕрĕрсенче ырă туйăмсем çуратасса та ĕненетĕп.

Р.МОИСЕЕВ,

кĕнеке тусĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика