18 ноября 2016 г.
Темиçе çул каялла ноябрĕн 12-мĕшĕнче Раççейре Кăсăя кунне палăртма йышăннă. Çак кун кăсăясем вăрмантан çын пурăнакан вырăнсене куçаççĕ, çывхаракан сивĕсене палăртаççĕ.Кăсăя кунĕнче авалтан хĕл каçакан кайăксене кĕтсе илнĕ: уйăпа, кăсăяна, шăкăлчине, çирĕк тăррине, кĕпшĕле тата ыттисене те. Çынсем вĕсем валли хĕл каçма апат хатĕрленĕ.
Кăсăя кунне Элпуç ялĕнчи культура çуртĕнче те паллă турăмăр. Экологи тĕлпулăвĕнче ачасем кайăксен пурнăçĕпе кăсăкланчĕç. Çавăнпа пĕрлех хамăр тăрăхра хĕл каçакан кайăксем пирки те сăмах хускатрĕç.
"Мастерята" кружок ертỹçи çăм çиппинчен çак тĕлĕнмелле илемлĕ кайăксене мĕнлерех тумаллине вĕрентрĕ. Мастер-класс вĕçĕнче хăйсем ăсталанă кăсăясене ачасем клуб фойинчи ятарлă йывăç çине çакса хучĕç. Культура çуртне килекенсем вĕсен ĕçĕсемпе паллашма пултарĕç.
Е.КОМИССАРОВА.
Источник: "Каçал Ен"