АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç тума хавхалантармалла

18 ноября 2016 г.

 Çак кунсенче районти "Пучах" ача садĕнче толерантлăх кунне паллă турăмăр.

Уяв çамрăк пулин те, унăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Çавна май толерантлăх темипе калаçу, тĕрлĕ мероприяти, конкурс йĕркелени те кирлĕ. Кăçал эпир ачасемпе тата ашшĕ-амăшне явăçтарса "Манăн çемье" ỹкерчĕксен конкурсне йĕркелерĕмĕр. Кашниех тĕрлĕ ỹкерчĕк хатĕрлесе килчĕ.

Çавăн пекех "Ырă ĕç пурнăçла" акцие те ачасем хастар хутшăнчĕç. Вĕсем "ырă кăмăллăх хĕвелĕ" хатĕрлесе ăна кĕçĕн ушкăна çỹрекен шăпăрлансене парнелерĕç. Пĕчĕккисем чунтанах хĕпĕртерĕç. Пĕр-пĕринпе выляни, хутшăнни, парнепе савăнтарни ачасен хушшинчи туслăха, çыхăнăва çирĕп-летет. Вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ - пурте пĕрле килĕштерсе пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинчи туслă çыхăнăва аталантарса пырасси вара - воспитательсен пысăк тивĕçĕ. Ачасен чĕрисенче яланах ырă та ăшă туйăм хуçалантăр.

Е.ГРИГОРЬЕВА,

Н.ДОЛГОВА,

воспитательсем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика