АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усллă çул çỹревре

18 ноября 2016 г.

 Комсомольски 1-мĕш вăтам шулĕнче ачасен кану вăхăтне усăллă йĕркелесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Кĕркуннехи каникул кунĕсенче 7-10-мĕш классенче вĕренекен ачасен ушкăнĕ И.А.Соловьева тата И.В.Арбузова учительсем, ашшĕ-амă-шĕсен комитечĕн членĕ А.В. Лукина ертсе пынипе паттăр хулара Волгоградра (Сталинград) пулса курма шут тытрĕ. Хăрушă вăрçă çулĕсем инçете юлса пыраççĕ пулин те, çамрăк ăрăвăн вĕсем çинчен пĕлес тата тĕпчес кăмăлĕ пачах та чакмасть. Уйрăмах ачасене совет салтакĕсен паттăр ĕçĕсем, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă çапăçу саманчĕсем кăсăклантараççĕ.

Волгоград - нимĕç фашисчĕсемпе 200 талăк хушши паттăррăн кĕрешсе çĕнтернĕ сăваплă хула. Кунта кашни урам, кашни çурт, утăм, аслă Атăлăн кашни хумĕ тăхланпа тата юнпа çăвăннине куçĕпе курса ĕненчĕç. Паянхи кун та тĕнчипе паллă Мамай курганĕн ишĕлчĕкĕсенче Сталинград хỹтĕлевçисен паттăрлăхĕ упранать: фашист бомбардировщикĕсем çĕрпе танлаштарнă хула кĕрешĕвĕ, юлашки юн тумламĕччен çапăçса пуç хунă пин-пин салтакпа мирлĕ халăх шанчăкĕ, ĕненĕвĕ, Гитлерăн чи чаплă 6-мĕш армин путланăвĕ. "Родина-Мать зовет!", "Скорбь матери" статуйăсем, Салтак мухтавĕн залĕ ачасен чунне ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçрĕç. "Сталинградская битва" музей-панорама, Россошки ялĕнчи мемориал, Салтак хирĕ, Паулюс генерал-фельдмаршала тыткăна илнĕ çуртри музей 1942 çулхи июль - 1943 çулхи январь уйăхĕсенче пулса иртнĕ çапăçусем çинчен çав тери витĕмлĕн каласа тата кăтартса пачĕç.

Çав çулсенчи тĕнчери политиксем Сталинград хули ĕмĕрлĕхех пĕтнĕ тесе шутланă. Анчах февралĕн 2-мĕшĕнче çак хула ишĕлчĕкĕсенче пытаннă юлашки тăшман салтакĕсене тыткăна илнĕ хыççăнах паттăр хула çĕнĕрен çуралать. Вăрçă йывăрлăхĕсене пăхмасăрах çĕкленет, совет çарĕ валли хĕç-пăшал, танксем туса кăларать.

Экскурсисем çакăн çинчен те ачасене тата пĕлỹ пачĕç. Хулари Планетарире пулса курнă хыççăн вара вĕренекенсен кăмăл-туйăмĕн çĕкленĕвне çырса кă- тартма сăмах та çитмĕ.

Çакăн пек çулçỹревсем çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре çав тери пысăк вырăн йышăнаççĕ. Хамăр çĕршывăн историне, паттăрĕсене пĕлни, вĕсене асра тытни ачасене Тăван çĕршыва юратма, унпа мухтанма анлă çул уçса парать.

А.ЛУКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика