18 ноября 2016 г.
Пулăçсем хĕлле пăр айĕнчен пулă тытма питĕ кăмăллаççĕ. Шел пулин те, кашни çулах пулăçсем пăр айне кайнă е организмĕ шăннă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та пулла кайма хатĕрленнĕ чухне чи малтанах урасене, пилĕке, мăя, пуçпа алсене сивĕрен сыхласси пирки шутламалла. Çавăнпа пĕрлех термоспа вĕри чей илни, ăçта лармаллине хатĕрлени те ылашши пулмĕ.
Хĕлле пулла кайнинче чи хăрушши - çỹхе, хытсах ĕлкĕреймен пăр. Унăн чăтăмлăхĕ, паллах, хулăнăшĕнчен, сывлăш температуринчен, шыв-шур условийĕсенчен нумай килет. Температура 0 градус пулсан пăр чăтăмлăхĕ -50 градус пулнă вăхăтринчен 10-12 хут чăтăмсăртарах. 5 сантиметрлă пăр пĕр çынна чăтма пултарать, 8 сантиметрли - çуммăн тăракан 2 çынна, 12 сантиметрли - çуммăн тăракан 7 çынна. Пулăçсен çуркуннехипе кĕркуннехи пăр та хĕллехинчен нумай хут чăтăмсăртарах пулнине манмалла мар.
Унсăр пуçне пулла кайма кăмăллакансен юханшыв çинчи, тĕмсемпе хăмăшсем, йывăçсемпе хăяхсем, çăлкуçсем тухакан е пăр хатĕрлекен вырăнсем, ваксем çумĕнче пăр тата та черчен пулнине асра тытмалла.
Çỹлерех асăннине шута илсе пулăçсен пăр çине пусас умĕн ăна патакпа çапса тĕрĕслес пулать. Енчен те пăр çĕмĕрĕлет тата ун çийĕнче шыв тухать пулсан çав вырăнта пулă тытма юрамасть. Пăр çине каймалли тата каялла килмелли çула çыран хĕрринчине суйласа илмелле. Пăр çине тавралăх çутăлса çитсен çеç тухни, ун тăрăх асăрхануллăрах утни пурнăçа тата сывлăха упраса хăварма самай пулăшать. Пăр тăрăх ушкăнпа утатăр пулсан та çынсем хушшинче 5-6 метртан кая мар дистанци пулмалла, васкам тата пĕр вырăнта нумаййăн тăма юрамасть. Пăр çурăлма пуçласан нумай шутламасăрах килнĕ çулпах çыран хĕрне урасене çĕклемесĕр, шутарса каялла таврăнмалла.
Хĕллехи пулла кайсан тĕрĕс-тĕкел таврăнас тесен çак хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла:
- пулăра çума-çуммăн темиçе вак касма юрамасть;
- пĕр вырăнта нумаййăн тăмалла мар;
- ваксене каçăсем çинче касма юрамасть;
- пăр хĕрринче ан ларăр.
Д.ГАЛКИН,
ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ.
Источник: "Каçал Ен"