18 ноября 2016 г.
Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Варвара Васильевна Абукина ноябрĕн 15-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл - ĕçпе тыл ветеранĕ, почта уйрăмĕнче вăтăр çула яхăн ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Варвара Васильевна, çак çула çитнĕ пулин те, çирĕп ăс-тăнлă, кĕнекесене, хаçат-журнала куçлăхсăрах вулать. Пĕрре те ахаль лармасть, çулла пахчара кăштăртатать, хĕлле алĕç тăвать.
Варуç аппа, çапла хисеплесе чĕнеççĕ ăна ялта, хăйĕн пурнăçне куççульсĕр аса илеймест. "Нумай асап тỹсрĕмĕр, выçă ларни те пулнă. Атте, Василий Федорович, граждан вăрçинчен суккăрланса таврăннă, 1937 çулта пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Анне, Анисия Васильевна, ялан чирлетчĕ. Çичĕ ачаран виççĕн тăрса юлтăмăр", - тет вăл çав çăмăл мар тапхăра аса илсе.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чух хĕр 15 çулта пулнă. 1943 çулта 17-ри хĕре колхоза кассир-учетчика илеççĕ. Унта вăл çичĕ çул ĕçленĕ.
1949 çулта Йăлмахва каччипе Александр Иванович Абукинпа çемье çавăрнă, тăватă ача çуратса ỹстернĕ. Анчах унăн мăшăрĕ те, икĕ ачи те вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Нумай куççуль тăкрĕ Варуç аппа, çапах хуйхă çапса хуçаймарĕ вăйлă хĕрарăма. "Мана Турă пулăшать", - тет вăл ялан.
1950 çулта Йăлмахвапа Кайнлăк ялĕсем пĕрлешсе пĕр колхоз туса хурсан Варвара Васильевна почтальонра ĕçлеме пуçланă.
"Малтанах хаçатсем илме Комсомольскине çуран çỹреттĕмĕр, виçĕ çултан вара лаша уйăрса пачĕç. Çакăншăн питĕ савăнтăмăр", - аса илет кинеми.
Кайран вара Йăлмахва ялĕнче почта уйрăмĕ уçăлнă. 1980 çулччен вăй хунă унта Варвара Васильевна. Йĕпе-сапара та, çил-тăманра та, ун чух хальхи пек асфальтлă çул та пулман, вунă килограмм ытла таякан почта сумккине йăтса килрен-киле хаçат-журнал, пенси укçи валеçнĕ.
"Вăл вăхăтра çынсем пичет изданийĕсене питĕ нумай çырăнатчĕç, сумккана та кĕместчĕ. Плана яланах ирттерсе тултарнă, - каласа парать ĕç ветеранĕ. - Ун чухне пире экскурсине нумай илсе çỹренĕ. Чĕмпĕр хулинчен пуçласа Волгограда çитиех çитрĕмĕр".
Хастар ĕçшĕн панă нумай Хисеп хучĕ, медаль упранаççĕ Варвара Васильевнан килĕнче. Халĕ те манмаççĕ ăна, кашни çул почта кунĕнче, Ваттисен уявĕнче ун патне салам хучĕсем килеççĕ.
Халĕ те Варуç аппа вуламасăр пурăнаймасть. "Каçал ен", "Хыпар" хаçатсене тăтăшах çырăнать. Хальхи вăхăтра килĕнче Иван ывăлĕпе пурăнать. Хĕрĕ те, Людмила, амăшĕ патне килсех çỹрет.
"Турри мана мăшăршăн та, ачасемшĕн те пурăнма çулсем хушса парать пулмалла", - вĕçлерĕ сăмахне ялти хисеплĕ çын.
Р.СМИРНОВА.
Источник: "Каçал Ен"