18 ноября 2016 г.
Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессишĕн аван тăрăшаççĕ. Тухăçĕ те япăх мар. Çапах та пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллах. Çитес çулхи çураки валли районĕпе пурĕ 28490 центнер çурхи культурăсен вăрлăхне хывса хăварнă.
Вăрлăха хатĕрлес ĕç пирĕн районта еплерех пырать-ха? Пĕлтĕр çак вăхăта вăрлăха 100 проценчĕпех тĕрĕсленĕ пулсан, кăçал вара 66 процент анчах тĕрĕслеме тăратнă. Хуçалăхсен вырма тапхăрĕнче вăрлăха кирлĕ пек тасатса кĕлете кĕртме вăхăт пулмарĕ. Тен, çавăнпа районти кăтартусем начартарах. Вăрлăха тĕрĕсленĕ хыççăн çакна палăртса хăварас килет: кăçал тырăсем типĕ, аван шăтаççĕ, анчах та çумкурăк вăрри нумай кайнă.
Унсăр пуçне, чылай хуçалăхра вăрлăха сăвăс ернĕ тĕслĕхсене тупса палăртнă. Сивĕ çанталăкра çак сиенлĕ кăпшанкă пит хускалаймасть. Çавăнпа та ĕнтĕ сăвăс ернĕ вăрлăха тепĕр хутчен алламалла, тусанран шăлса тасатнă пỹлĕмсене хумалла, аллакан машинăсене те тасатма манса каяс марччĕ. Çуркунне çанталăк 15 градусран çỹлерех хăпарсан сăвăс ернĕ вăрлăхсем çине тĕрлĕрен им-çам хума та ỹркенмелле мар.
Районта паянхи кун вăрлăх тасатассипе 11 хуçалăх ĕçлет.
Тĕслĕхрен, "Рассвет" кооперативра ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм вăрлăха кондицие лартнă. "Труд", "Асаново", "Урожай", "Восток" "Слава", "Искра" хуçалăхсем тăрăшнине те палăртса хăварас килет, вĕсем çитес вăхăтра тасатса пĕтерессинче иккĕленỹ çук. Çил-тăманлă, сивĕ çанталăксем пуçланичен пĕтĕм вăрлăха йĕркене кĕртсе çитерсен аван пулĕччĕ.
Н.ЧЕРНОВА,
"Раççей ялхуçалăх центрĕ" ФПУ филиалĕн районти уйрăмĕн ертỹçи.
Источник: "Каçал Ен"