18 ноября 2016 г.
Чăваш Республикинче Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалласа ноябрĕн 11-21-мĕшĕсенче "Ачасем тата çемье" акци иртет. Акци вăхăтĕнче районта тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă.
Тĕслĕхрен, ноябрĕн 18-мĕшĕнче ачасене право пулăшăвĕ памалли пĕрлехи кун иртет. Шăпах çак кун ачасен ыйтăвĕсем çине юрист, адвокатсем, нотариус, опекăпа попечительство уйрăмĕн специалисчĕсем хуравлĕç. Телефонсем: 5-24-61, 5-11-43, 5-14-85. Çавăн пекех тĕрлĕ рейдсем, профилактика операцийĕсем те ачасен право пĕлỹлĕхне ỹстерес енĕпе пулĕç.
Акă, акци вăхăтĕнче районти тĕп библиотекăра "Телейлĕ çемье - телейлĕ ача" выставка-калейдоскоп ĕçлет. Библиотекарьсем вулакансене тĕрлĕ кĕнекесемпе паллаштарĕç. Çавăн пекех ача-пăча библиотекинче "Эпĕ тата манăн çемье" ỹкерчĕксен куравне те йĕркеленĕ. "Атте вулать, анне вулать, эпĕ те вулатăп" выставка пуриншĕн те кăсăклă пулĕ. Библиотека алăкĕсем ашшĕ-амăшĕшĕн, ачасемшĕн яланах уçă. Çитсе курăр вулавăша.
Источник: "Каçал Ен"