АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе вăхăтра пурнăçламалла

18 ноября 2016 г.

 Ноябрĕн 14-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ертỹçисен анлă канашлăвĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин хутшăннă. Канашлура хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма мĕнле хатĕрленнине тата вăрлăх сортлас ыйтăва сỹтсе явнă. Хуçалăхсенче хĕле мĕнле хатĕрленнине ятарлă комисси тĕрĕсленĕ. Вĕсем ноябрĕн 7-10-мĕшĕсенче пур хуçалăхра та пулса лару-тăрупа паллашнă. "Слава", "Труд", "Асаново", "Восток", "Рассвет" ЯХПК-сенче, "Искра" колхозра, "Родина", Атласкинăн фермер хуçалăхĕсенче, "Дубовка" ООО-ра выльăх-чĕрлĕх хĕл каçакан витесене кирлĕ шайра тирпейлесе çитернĕ. Апла пулин те хăш-пĕр хуçалăхсенче çитменлĕхсем çук мар.

Районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Сергей Васильев выльăх-чĕрлĕх чирĕсем пирки каласа хăварнă, ветеринари йышăнăвĕсене çирĕп пăхăнма сĕннĕ.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Алексей Александрович районти хăш-пĕр хуçалăхсенче вăрлăх хатĕрлесси вăраха кайнине, инвестици проекчĕсене планпа килĕшỹллĕн пурнăçламаннине асăннă. Çавна май палăртнă ĕçе çулталăк пĕтиччен вĕçлемеллех. Тĕслĕхрен, 2016-2018 çулсенче районти аграри секторĕнче 18 инвестпроект ĕçе кĕртме палăртнă. Кăçал Атласкин фермер хуçалăхĕнче 120 ĕне пăруламалли витене реконструкциленĕ. 70 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытмалли витен строительствине вĕçлемелле. "Дубовка" ООО-ра 1 пин тонна утă упрамалли хранилищĕре те ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Çавăн пекех "Асаново" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 400 тонна утă упрамалли хранилищĕне ĕçе кĕртмелле, "Восход" ООО-ра 100 пуç пăру тытмалли витене, "Труд" ЯХПК-ра сăвакан 40 пуç ĕне тăмалли выльăх-чĕрлĕх витине реконструкцилесе пĕтермелле. Пурнăçламалли ĕçе вăраха яма юрамасть. Çакна çирĕппĕн каланă Алексей Александрович. Районти аграри секторне аталантарма инвестици проекчĕсене вăхăтра пурнăçа кĕртмелле, ял хуçалăх продукцине туса илессине ỹстермелле.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика