18 ноября 2016 г.
Ноябрĕн 16-мĕшĕнче, юнкун, районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ăна ирттерме тĕп хуламăртан Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Ольга Казарина, "Хыпар" ИÇ директорĕн çумĕ Геннадий Максимов килсе çитрĕç. Информаци кунне хутшăннисем мероприятин тĕп темисене - Чăваш Республикин 2017 çулхи бюджечĕн республика проекчĕ тата 2018-2019 çулсен планлă тапхăрĕ çинчен , ял хуçалăхĕпе уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем, 2016 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче граждансене йышăнмалли Пĕтĕм Раççейри куна ирттересси - сỹтсе яврĕç, тата хумхантаракан ытти ыйтусене те çутатрĕç.
Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин тĕп хуламăртан килнĕ хăнасене, район администрацийĕн пай начальникĕсемпе яваплă специалистсене информкунăн тĕп ыйтăвĕсемпе, районти кăтартусемпе паллаштарчĕ. Акă, тĕслĕхрен, информаци кунĕн пĕрремĕш ыйтăвĕпе Алексей Александрович пуçтарăннисене çитес çулсенче патшалăх пулăшăвĕ кашни юхăмра сыхланса юлассине, социаллă инфраструктурăна аталантарас ĕç те малалла тăсăласса пĕлтерчĕ. 2017 çулта вара республикăри вĕрентĕве аталантарма 10295,3 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă, социаллă политикăна - 11306,3 миллион тенкĕ, физкультурăпа спорта аталантарма - 699,5 миллион тенкĕ, культурăна - 593,6 миллион тенкĕ. Çавăнпа пĕрлех 2017 çулта вĕрентỹ объекчĕсен строительстви çине 294,1 миллион тенкĕ яма палăртнă. Муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисен çумĕнче санитари тата техника пристройĕсем çĕклеме 45 миллион тенкĕ уйăрĕç.
Алексей Самаркин Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче пулчĕ. Унта вăл Н.А.Любимов фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, сĕт-çу фермипе уйрăмах кăсăкланчĕ. Асăннă хуçалăхра пур витесене реконструкцилесси тата пурнăçлакан ĕçе тата та лайăхлатасси - тĕп тĕллев. Паянхи кун хуçалăхра 110 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, вĕсенчен 61-шĕ - сĕт параканнисем. Ферма ертỹçи Николай Любимов хуçалăхри выльăхсен шутне 200 пуçа çитерме ĕмĕтленет. Малалла Алексей Александрович "Çĕрпỹелĕнчи кирпĕч завочĕ" акционерсен хупă обществинче ĕçлекенсемпе тĕлпулу ирттерчĕ, халăха пăшăрхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕ.
Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумне Ольга Казаринана тата район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникне Светлана Ульдинана Урмаел ял тăрăхĕнче хапăл туса кĕтсе илнĕ. Кунта поселени пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин ĕçлĕ ушкăнпа ял администрацийĕн специалисчĕсемпе, культура, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсемпе тата ял халăхĕпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Кунта та калаçу информаци кунĕн темисем тавра пулнă, унсăр пуçне начальниксем пуçтарăннисене кăсăклантаракан ыйтусене те хуравсăр хăварман.
"Хыпар" ИÇ директорĕн çумĕпе Геннадий Максимовпа вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова Асанкасси вăтам шкулĕн коллективĕпе тĕл пулнă. Кунта, информаци кунĕн ыйтăвĕсемсĕр пуçне, ноябрĕн 18-мĕшĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвĕ памалли куна районта ирттерессине те сỹтсе явнă.
Пĕрлехи информаци кунне ĕçлĕ ушкăнсем район администрацийĕн пуçлăхĕн пỹлĕмĕнче пĕтĕмлетрĕç.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"