15 ноября 2016 г.
Иртнĕ эрнере, Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен кунĕнче, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче Аслă Октябрь çĕнтерĕвĕсене хỹтĕлесе 1927 çулта пуçне хунă Борис Александровпа Петр Орлов милици ĕçченĕсене халалласа лартнă палăк умĕнче асăну кунĕ иртрĕ. Паттăрсене аса илме Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем, вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ Ильнур Минигалиев тата милици ветеранĕсен районти совечĕн председателĕ Петр Лапшин пухăнчĕç. Пуçтарăннисен умĕнче шкул директорĕ Альберт Борисов, милици ветеранĕ Петр Лапшин, музей ĕçченĕ Ирина Мартынова тухса калаçрĕç, палăк умне кăшăлсем хучĕç.
Камсем-ха вĕсем Борис Александровичпа Петр Степанович? Борис Александров Патăрьел уесĕн милици начальникĕнче вăй хунă. 1925-1927 çулсенче Пăва, Патăрьел, Шупашкар уесĕсене кĕрекен ялсенче Антун Калюковпа Василий Минин бандисем алхаснă. Вĕсем ялсенчи çынсене çаратса-вĕлерсе, çунтарса-хĕнесе çỹренĕ. Каçхине кăна мар, кăнтăр кунĕнчех хресченсен хуçалăхĕсенчен выльăх-чĕрлĕхе, килти пурлăха вăрласа тухса кайма вăтанман. Хăйсене хирĕç тăракансене чĕртсе çунтарса янă е асаплантарса вĕлернĕ. Çак шайккăна милици органĕсенче тăрăшакансем йĕрлесе тупас тесе нумай ĕçленĕ. Пĕррехинче Урмаеле Калюков банди килет тесе Шамшутдин хушаматлă гражданин пĕлтерет. Анчах та вăл Калюкова та милицисем килеççĕ тесе пĕлтернĕ. Çапла майпа Борис Александров ертсе пыракан ушкăнпа (ушкăнра Петр Орлов тата Иван Севастьянов аслă милиционерсем пулнă) Калюков бандичĕсем хушшинче хĕрỹ çапăçу пулса иртнĕ. Шел пулин те, çак çапăçуран Борис Александровпа Петр Орлов чĕрĕ тухайман, бандитсем вĕсене тискеррĕн вĕлернĕ. 1927 çулта Антон Калюков шайккине те тĕп тунă.
Çĕнĕ Мăрат халăхĕ хăйĕн паттăрĕсене манмасть. Вĕсене асăнса лартнă палăк патĕнче кашни çулах митинг иртет, палăка та ачасем тирпейлесех тăраççĕ.
Тукай ял поселенийĕн сайтĕнчен.
Источник: "Каçал Ен"