АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул çывхарать. Урама илемлетер-и?

15 ноября 2016 г.

Çĕнĕ çул çывхарать. Кашниех унран асамлăх кĕтет, çитес çул иртнĕ кунсенчен лайăхрах, телейлĕрех пуласса шанать. Уяв çывхарнă май кил-çурта тĕрлĕ теттесемпе илемлетме пуçлатпăр. Хĕллехи уявсене хатĕрленессинче Комсомольски ялне илем кĕртесси те пысăк вырăн йышăнса тăрать.

Çавăнпа та Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕ предприятисен ертỹçисене тата уйрăм предпринимательсене территорисене илемлетме вăхăт çитни пирки аса илтерет. Кашни учрежденипе организаци, кашни лавкка умне Çĕнĕ çул илемне кĕртмелле, гирляндăсем вырнаçтармалла. Урамсене капăрлатнă чăрăшсем те илем кỹрĕç. Комсомольски кăнтăрла çеç мар, çĕрле те республикăри чи илемлĕ район центрĕ пулассишĕн пурте пĕрле тăрăшасчĕ.

Çĕнĕ çулăн савăнăçлă туйăмĕ килсенче çеç мар, урама тухсан та çуралассишĕн эпир сирĕнпе пĕрле çеç яваплă. Пурте килĕштерсе ĕçлесен район центрĕ çутăсемпе ялкăшма пуçлĕ. Уяв çывхарасси кашни утăмрах туйăнтăр!

Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика