АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçре - 35 çул

15 ноября 2016 г.

 Пирĕн районта промышленность предприятийĕсем йышлах мар. Вĕсенчен пĕри - минераллă тата пылак шывсем кăларакан "Кооператор" производство комбиначĕ. Комсомольскисен продукцине хамăр районта çеç мар, ытти тăрăхра та юратса ĕçеççĕ. Çакна предприятин коммерци уйрăмне кĕрсен менеджерсен калаçăвĕнчен тỹрех туйса илме пулать. Заказчиксем вăл е ку шыва кỹрсе пама ыйтса таçтан та шăнкăравлаççĕ, телефон пĕр самант та шăпланса тăмасть.

Шут ĕçченĕсен те ĕçĕ çителĕклех - туянакансене счет тăратмалла, ăсатнă таваршăн тỹлев килнине тĕрĕслемелле, вăл е ку пулăшушăн укçа куçармалла, тата ытти те, тата ытти те. Çак операцисене 35 çул бухгалтерта тăрăшакан Надежда Петрова куç хупса тенĕ пек пĕлет. Кивĕ Сĕнтĕр хĕрĕ кунта Шупашкарти коопераци техникумне пĕтернĕ хыççăн ура ярса пуснă та урăх ниçта та куçса çỹремен. Унтанпа нумай шыв-шур юхнă çеç мар, йыш та улшăннă. Завод коллективĕ çамрăк хĕршĕн тăван çемье пекех пулса тăнă.

- Эпĕ ĕçлеме пикеннĕ чухне "Кооператор" производство комбиначĕн директорĕнче Николай Иванович Абанин, тĕп бухгалтерта Галина Ивановна Индюкова тăрăшатчĕç. Вĕсем çамрăк специалиста ăшшăн йышăнни тата аслă ĕçтешсем яланах сĕнỹ-канаш пани ĕçе хăвăрт хăнăхма пулăшрĕ. Тавах пурне те çавăншăн. Халь хамăр та килекен çĕнĕ кадрсене мĕн пĕлнине вĕрентме яланах хатĕр, - тет çав кунсене аса илсе Надежда Ивановна. Асăннă отрасльте нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнине шута илсе Н.И.Петровăна Чăвашпотребсоюз, Роспотребсоюз, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Чылай çул пĕрле ĕçлекенсен шутĕнче Алия Хамидуллинана, Ольга Сорокинана асăнчĕ шут ăсти. Халь коллективра çамрăксем йышланни савăнтарать, ара, аслисем тивĕçлĕ канăва кайсан шăп вĕсен ĕçе малалла тăсмалла-çке. Апла пулсан, завод пуласлăхĕ çирĕп алăра пуласси иккĕлентермест.

Надеждăна мăшăрĕпе ывăлĕн юратăвĕ ĕçре те, пурнăçра та пулăшса пыраççĕ. Вăл чечексем çитĕнтерме, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме, унпа çывăх çыннисене, ĕçтешĕсене сăйлама юратать. Çуллахи вăхăтра Петровсен пахчинче тĕрлĕ çимĕç те ăнса пулать. Вĕсенчен вара хĕле валли темле салатсем, консервăсем те тăвать ỹркевсĕр хĕрарăм, варени-компот янтăлать. "Хамăр алăпа килте хатĕрленĕ апат-çимĕçрен шанчăкли, тутли нимĕн те çук", - тет вăл.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика