АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллашăр: çĕнĕ кĕнекесем

11 ноября 2016 г.

В.Кузьмин "Çумрах-ха эс, савниçĕм": повеçсем.

Чăваш Енре тем тĕрлĕ ял пур, тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Ĕмĕрсен тапхăрĕнче вĕсем таканари шыв пек чỹхенсе тĕнче хумне хутшăнаççĕ, унталла-кунталла çапăнса хăйсен кăпăкне кăлараççĕ, ят-сумлăн пурăнаççĕ, малашлăхне те хăйсемех татса параççĕ. Повеçри Турхановсен пысăк çемйинче те мĕн кăна пулса иртмест.

Н.Терентьев "Суйласа илнĕ пьесăсем".

Кĕнекене тĕрлĕ çулсенче çырнă "Шанми чечексем", "Манăн çăлтăр тỹпере", "Тин çеç çуралнисем", "Пушар лаши", "Хĕрпе салтак", "Тимĕр çинчи чечексем", "Аçа çапать", "Хĕрĕме калам - кинĕм илттĕр" пьесăсем кĕнĕ. Вĕсенчен хăшĕсем пĕремĕш хут пичетленеççĕ. Пьесăсене обществăра пулса иртнĕ пысăк пулăмсене тата кăмăл-сипет ыйтăвĕсене тĕпе хурса çырнă. Тĕрлĕ тема хускатакан произведенисен сюжечĕсем интереслĕ, шухăшĕ тарăн, сăнарĕсем нумайлăха асра юлаççĕ.

Л.Мартьянова "Çавра çил варринче манăн кун".

Любовь Мартьяновăн сăввисем вулакана туйăмсен тасалăхĕпе, хăйне евĕрлĕ кĕвĕлĕхĕпе тата тарăн шухăшлăхĕпе тыткăнлаççĕ.

Лирика геройĕн юратăвĕпе çепĕçлĕхĕ иксĕлми. Ултавпа, кĕвĕçỹпе е тỹрккеслĕхпе тĕл пулсан та каçарма, çĕнĕрен ура çине тăма, кулленхи пурнăçпа савăнма хал çитерет вăл. Герой кун-çулĕ "çавра çил варринче" иртет пулин те, вăл йăлт витĕр курать, ăнланать, ырра шанма пăрахмасть.

Кĕнекесемпе районти тĕп библиотекăра паллашма пулать. Килĕр, вулăр.

А.ВОЛКОВА,

библиограф.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика