АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыпарсăр çухалнă салтаксем

11 ноября 2016 г.

 71 çул... Сахал мар вăхăт. Анчах та çав асаплă Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче совет халăхĕ тамăкри пекех пурăнни халĕ те ваттисен асĕнчех. Мĕн чухлĕ пурнăç татăлман-ши 1418 талăка тăсăлнă хаяр вăрçăра? Миçе çын хыпарсăр çухалман-ши тата? Тăванĕсем хыпарсăр çухалнă салтаксене паянхи кунчченех шыраççĕ, амăшĕсем ывăлĕсем таврăнасса шанса пурăнаççĕ.

Нумаях пулмасть хамăр район çынниех ашшĕн хыпарсăр çухалнă пĕртăванне шыранине пĕлтĕм. Шел пулин те, вăл мĕнле пуç хуни, ăна ăçта пытарма пултарни паллă марччĕ. Анчах та паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ. Архиври документсемпе паллашнă май шырав ĕçĕсем малаллах тăсăлаççĕ, тăван районта çуралса ỹснĕ, хыпарсăр çухалнă тата икĕ паттăр салтакăн шăписем те уçăмланчĕç.

Шакир Зарипович Зарипов Тукай Мишер ялĕнче 1925 çулта çуралнă. Вăл 3-мĕш арминчи стрелоксен запасри 18-мĕш полкĕнче службăра сержант, курсант, радист, ВЛКСМ членĕ пулнă. Архиври документра ун пирки "1944 çулхи июлĕн 23-мĕ-шĕнче çурт сирпĕннĕ вăхăтра хыпарсăр çухалнă" тесе çырнă. Шырав ĕçĕсене тĕплĕнрех ирттернĕ хыççăн тата тепĕр документпа паллашма май килчĕ: "Барановичи облаçĕнчи Волоковыск хулинче нимĕçсем лартса хăварнă минăна пула çурт сирпĕннĕ вăхăтра Куликов, Зарипов сержантсем пуçĕсене хунă. Çурт-йĕр ишĕлчĕкĕсене тасатсан та салтаксен виллисем тупăнман. Питĕ вăйлă сирпĕннĕ мина хыççăн вĕсен ỹчĕсем сапаланса пĕтнĕ тесе шутлаççĕ".

Сергей Игнатьевич Елдратов Аслă Чурачăк ялĕнче 1895 çулта çуралнă. Вăл 3-мĕш Украина фронтĕнчи оборона строительствин 36-мĕш управленийĕнче службăра рядовой пулнă. Архив докуменчĕсенче çакăн пек йĕркесем пур: "1944 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче пирĕн салтаксем Молдавинчи Тирасполь районĕнчи Сукеля ялĕ çывăхĕнче Днестр юханшывĕ урлă каçмалли вырăна çирĕплетнĕ вăхăтра нимĕç самолечĕсем вĕçсе килсе бомбăсем пăрахнă, тĕлли-паллисĕр пеме пуçланă. Нимĕçсен тискерлĕхне пула 8 салтакăн куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăннă, 13 салтак вара хыпарсăр çухалнă". Хыпарсăр çухалнисем хушшинче пирĕн ентеш Сергей Елдратов та пулнă.

Вăрçă вăхăтĕнче салтаксен виллисене тупаймасан вĕсене хыпарсăр çухалнисен шутне кĕртнĕ. Çапларах пулнă ентешĕмĕрсен вăрçăри кун-çулĕсем. Эпир Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсен вилĕмсĕр паттăрлăхне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытăпăр. Çĕр çинче нихçан та вăрçă ан пултăр!

П.ЗАЙЦЕВ,

ЧР писательсен Союзĕн членĕ, К.Кольцов ячĕллĕ преми лауреачĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика