АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн алăллă хĕрарăм

11 ноября 2016 г.

Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Зинаида Киргизова тулăх та пуян кĕр кунĕнче, юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче, нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. 1981 çулта Тăманлă Выçли каччипе Николайпа çемье çавăрса Саратов тăрăхне пурнăç çулне малалла тăсма тухса кайнă. Мăшăрĕпе вĕсем 5 ача пăхса ỹстернĕ.

1991 çулта тăван яла таврăнса хăтлă кил-çурт çавăрнă. Зинаида Васильевна мĕн таврăннăранпа тивĕçлĕ канăва кайичченех вырăнти ĕне ферминче вăй хунă. Пĕр вăхăтрах ĕне сăваканра та, осеменаторта та ĕçленĕ.

Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура пулсан та, маттур хĕрарăм алă усса лармасть, ял хуçалăх кооперативĕнчи тĕрлĕ ĕçсене хутшăнма васкать. Унсăр пуçне килĕнче унăн пĕчĕк ферма тесен те йăнăш пулмĕ: картиш тулли хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи, 2 ĕне, 3 сысна.

Çапах та ĕçе çỹренипе тата килти выльăх-чĕрлĕхе пăхнипе çеç çырлахмасть Зина аппа, кĕрхи-хĕллехи вăрăм каçсене алĕç туса кĕскетет. Киргизовсен килне кĕрсен юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйăнать: тĕрленĕ чечексем, тĕрлĕ чĕрчунсем куçа илĕртеççĕ. Çыхса ăсталанă япаласене те тытса пăхмасăр иртейместĕн.

Зинаида Киргизова алă ĕçĕсемсĕр музейре тата ялти культура çуртĕнче пĕр курав та иртмест. Çĕнĕ çул каçхине тата юлташĕсене мĕн тĕрлĕ костюм кăна тăхăнтармасть-ши ылтăн алăллă хĕрарăм? Чăн-чăн пултаруллă, пуян чунлă çын вăл пирĕн Зина аппа.

А.ПОЛЯКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика