11 ноября 2016 г.
"Чăн малтан сăмах пулнă", тенĕ ăслă Библире, авалхи кĕнекере. Сăмахпа сăмах пĕрле, пĕрне-пĕри витерсе, чĕлхе никĕсне тăвать, çĕр çинчи кашни çыннах хăй халăхĕн ăс-халне сăмах урлă çитерсе чунне-чĕрине хывать", тесе çырнă Валерий Питрав хăйĕн "Чĕлхе пирки" прозăлла сăввинче.
Раççей Федерацийĕн патшалăх чĕлхи - вырăс чĕлхи - вырăс нацийĕн чĕлхи, ун çинче вырăс халăхĕн культури пуçланса кайнă тата малалла аталанать. Вырăс чĕлхипе Раççейре пурăнакан кашни çын калаçать, пĕтĕм документа вырăсла ха-тĕрлеççĕ, вĕренỹ заведенийĕсенче те вăл - тĕп чĕлхе. Пирĕн çĕршыв нумай нациллĕ пулнăран халăхсем те пĕр-пĕринпе вырăслах калаçаççĕ.
Тăван чĕлхе сăвапне, унăн шутсăр вăйлă хăватне çамрăксем патне çитерес, Раççейри патшалăх чĕлхисене упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе иртнĕ эрнере Раççей Федерацийĕн республикисенчи патшалăх чĕлхисемпе Пĕтĕм Раççейри Олимпиадăсен финалти тапхăрĕ иртнĕ. Вырăс чĕлхи тĕрлĕ культурăллă халăхсене, вĕсен йăли-йĕркипе ĕненĕвне пĕрлештерекен чĕлхе пулнине вĕрентесси те олимпиадăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнă.
Олимпиадăн суйлав тапхăрне 6 пин ытла çын хутшăннă. Финала вара Раççей Федерацийĕн Адыгея, Пушкăртстан, Ингушети, Кабардино-Балкари, Калмăк, Карачай-Черкесси, Карели, Коми, Крым, Мари Эл, Мордови, Саха, Тутарстан, Тыва, Удмурти, Хакаси, Чăваш республикисенчен пуçтарăннă 138 студентпа шкул ачи тухнă.
Финалти тапхăрта Чăваш Республикин чысне хỹтĕлеме И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсене Мария Самделовăна, Константин Григорьева, Татьяна Мартышкинана, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студентне Ирина Сурскаяна, Çĕрпỹ районĕнчи Опытный поселокри тĕп шкулти Екатерина Павловăна, пирĕн районти Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Анастасия Белкинана шаннă.
Олимпиадăн иккĕмĕш кунĕнче вырăс чĕлхин А.С.Пушкин ячĕллĕ Патшалăх институтĕнче конкурссем иртнĕ. Унта студентсемпе шкул ачисем РФ патшалăх чĕлхисен лингвистика тата культура уйрăмлăхĕсемпе çыхăнтарса сĕннĕ темăпа вырăсла эссе çырнă, тăван ен пирки хатĕрленĕ презентацисене хỹтĕленĕ, тăван чĕлхепе çырнă класикăлла сăвва тата унăн вырăс куçарăвне илемлĕ вуланă.
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче вара олимпиадăна хупнă тата призерсемпе çĕнтерỹçĕсене чысланă. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн 10 çĕнтерỹçи хушшинче пирĕн ентеш Анастасия Белкина пулни чăнахах та пысăк çитĕнỹ. Настя асăннă олимпиадăра Çеçпĕл Мишшин "Хурçă шанчăк" сăввине вуласа чăваш чĕлхипе халăхĕн мăнаçлăхне жюри патне илсе çитерме пултарнă.
- Асăннă олимпиадăра Чăваш Республикин чысне хỹтĕлеме яни - маншăн калама çук пысăк чыс. Çĕнтерессине ĕненнĕ пулсан та, эпĕ чи маттуррисен йышне кĕретĕп тесе шутламан. Паллах, ман çинче çав кунсенче мĕнле пысăк яваплăх пулнине эпĕ туллин ăнланнă, çавăнпа та хама шаннă республикăна, тăван ене улталас килмерĕ. Çын илемлĕ калаçма, тĕрĕс çырма мĕн ачаранах вĕренет. Çапах та калаçăвĕ-пуплевĕ, ăс-хакăлĕпе тавракурăмĕ шкулта мĕнле вĕрентнинчен тата чĕлхесемпе литература учителĕсен пĕлĕвĕпе пултарулăхĕнчен нумай килет. Шкулти вĕрентекенсем çине тăрса олимпиадăна хатĕрлени харама кайманни тата та пысăк çитĕнỹсем патнелле ăнтăлма хавхалантарать.
Çĕнтерỹçĕсем шутне лекнисĕр пуçне олимпиадăран эпĕ тăван тăрăха çĕнĕ тус-юлташсем тупса тата çĕнĕ пĕлỹпе таврăнтăм. Çак олимпиада кунĕсем ман асăмра яланлăхах юлĕç, - терĕ Настя кăмăл-туйăмĕпе паллаштарса.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"