11 ноября 2016 г.
Хальхи вăхăтра ĕç укçи шайне ỹстересси, ăна вăхăтра тỹлеме майсем туса парасси, вăрттăн тỹленĕ тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларасси социаллă тата право хутшăнăвĕсен тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать. Шел те, паянхи куна ĕçлекенсен пĕчĕк мар проценчĕ ĕç укçине "конвертра" илет. Вĕсемшĕн, паллах, ĕç паракансем налуксене те тỹлемеççĕ, пытарнă налуксене кĕсйисене чикеççĕ. Ĕç укçине "конвертсемпе" тỹленĕ май чи малтанах вырăнти бюджетсем, медицина тата социаллă страховани, Пенси фончĕсем шар кураççĕ. Ĕçлекенсен хăйсен вара проблемăсем тата та ытларах пулаççĕ. "Сăрă" ĕç укçи илекенсем ĕç паракан умĕнче пĕр хỹтлĕхсĕрех тăрса юлаççĕ. Ĕçлекенсен социаллă прависем хĕсĕнеççĕ, малашлăхра вĕсене пенсипе тивĕçтересси те татса пама кăткăс ыйту пулса тăрать. Çак енĕпе районта мĕнлерех ĕçленине уçăмлатса пама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникне Светлана Ульдинана ыйтрăмăр.
- Пирĕн районта ĕç укçи тỹлессине легализацилессипе район администрацийĕ çумĕнче ятарлă комисси çине тăрса ĕçлет. Инспекци мониторингĕсем ирттерсе ĕç укçине пурăнма кирлĕ минимумран, экономика ĕçне-хĕлне кура вăтам шайран каярах тỹлекен ĕç паракансене тупса палăртать. Анчах та çак çивĕч ыйтăва "сăрă" схемăсемпе ĕç укçи илекен ĕçченсем хăйсем хутшăнмасăр татса пама май çук. Ĕç паракансенчен ытларахăшĕ комисси ларăвĕ иртнĕ хыççăнах хăйсен ĕçченĕсене шалу тỹлессине законодательствăпа пăхнă шая çитерме тăрăшать. Çапах та ĕç укçине ỹстерес, налуксене бюджета туллин куçарас енĕпе комисси сĕнĕвĕсене шута хума тăрăшманнисем те тĕл пулаççĕ. 2016 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ятарлă комисси ĕç укçине "конвертпа" тỹлекен тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе ведомствăсем хушшинчи 30 рейд ирттернĕ. Çавăнпа пĕрлех вырăнта ĕçлекен предприятисемпе уйрăм предпринимательсен ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ. Çак ĕçсене туса ирттерни 310 гражданинăн ĕçне легализацилеме май панă. Формаллă мар ĕçленине чакарас тата "сăрă" ĕç укçине легализацалес ĕçĕн кăтартăвĕ те 100 процентпа танлашнă. Ĕç укçине "конвертсемпе" тỹленинчен пĕтĕмпех хăпас тесен ĕçлекен çынсен хăйсен çакăншăн çине тăрас пулать. Шалу тỹлесси яланах официаллă пулмалла. Тĕпрен илсен çакă вăл пур енĕшĕн те юрăхлă вариант. Пĕр енчен, ĕç паракансен саккун умĕнче проблемăсем тупăнмĕç, тепĕр енчен, ĕçлекен çын яланах хỹтлĕхре пулĕ, ватлăхра тивĕçлĕ пенсие шанма пултарĕ, - паллаштарчĕ районти лару-тăрупа Светлана Геннадьевна.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"