АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мария Ивановна 90 çулта

11 ноября 2016 г.

 Çак кунсенче Комсомольски ялĕнче пурăнакан тыл ветеранĕ Мария Ивановна Шемекеева 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Чăнахах та сумлă юбилей ячĕпе ăна Комсомольски ял тăрăхĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсен çумĕсем Олег Абросимовпа Светлана Ульдина саламларĕç. Вĕсем юбиляра çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç. Çавăнпа пĕрлех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн салам çырăвне вуласа пачĕç, парне парса хавхалантарчĕç. Кинемей хаклă хăнасене ырă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕ.

Мария Ивановна Нĕркеç ялĕнче Офимия Никитичнăпа Иван Васильевич Кудрявцевсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çав тапхăрта çуралнисен пурнăçĕ мĕнле пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Мария Ивановнăн ачалăхĕ те çăмăл пулнă тесе калаймăн. Пĕчĕк хĕрпĕрчин тетĕшĕпе тата аппăшĕпе пĕрле "кулак çемйин" шăпине туллин тỹсме тивнĕ. Мария 4 çул тултарсан вĕсене çемйипех Свердловск облаçне ятарлă поселенине кăларса янă. 1932 çулта вара ачасене тăван яла илсе килнĕ, ашшĕ-амăшне таврăнма ирĕк паман. Нимсĕр тăрса юлнă ачасен, тепĕр çулталăкран амăшĕ таврăниччен, тăванĕсем патĕнче пурăнма тивнĕ. Ашшĕне, Иван Васильевича, "Совет Союзне хирĕç агитациленĕшĕн" тĕрмене лартнă, вăл унтан таврăнайман та. Çурма тăлăха юлнă ачасен тăранас тесен мĕн иртен пуçласа каçченех тар юхтармалла пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче çурма тутă пурăннă пулсан та, Мария вăтам шкул пĕтерме вăй-хал çитернĕ. 1944 çулта ăна Комсомольскинчи хатĕрлев кантурĕн бухгалтерĕнче ĕçлеме шаннă.

Малалла Мария Шемекеева Комсомольскинчи аш-какай комбинатĕнче, "Канашский" совхозра выльăх тирпейлекен пунктра бухгалтерта тăрăшнă. Пĕрле нумай çул хушши вăй хунă ĕçтешсем пĕр-пĕрне манмаççĕ, халĕ те час-часах тĕл пулса иртнĕ кунсене аса илеççĕ, уявсене пĕрле ирттереççĕ. Хăшĕ-пĕри халĕ те ветерана сумлă юбилейпе саламлама çитрĕ.

Мария Ивановна хăйĕн пурнăçне пĕрре те хурламасть, вĕсем мăшăрĕпе, Георгий Сергеевичпа, 3 хĕрпе пĕр ывăла кун çути парнеленĕ, ура çине тăратнă. Ачисем кашниех аслă пĕлỹллĕ, кăмăл туртнă ĕçсенче тăрăшнă, хĕрĕсем халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Ывăлĕ вара Мускав хулинче наукăпа тĕпчев институ-тĕнче инженер-конструктор тата лаборатори заведующийĕ пулса ĕçлет.

Паянхи кун кинемее мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем час-часах килсе савăнтараççĕ. Ачисем, мăнукĕсем амăшне, асламăш-кукамăшне чунтан юратаççĕ, хисеплеççĕ, пĕччен хăвармаççĕ, тăван киле килсех тăраççĕ. Ашшĕпе амăшĕ вĕрентнĕ пекех, кил-çурта тирпейлĕ, таса тытаççĕ. Мария Ивановна та ял-йышра яланах чун ăшшипе, кăмăл пуянлăхĕпе, вашаватлă, ĕçчен пулнипе палăрса тăнă. Ун палисадникĕсем те яланах иртсе каякансен куçĕсене илĕртнĕ.

Мария Ивановнăна çав тери пысăк юбилейпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр. Пурнăçăн анлă çулĕпе малашне те мал ĕмĕтлĕн те сулмаклăн утма çирĕп сывлăх сунатпăр.

Е.АТЛАСКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика