АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченне пулăшма

11 ноября 2016 г.

 Республикăн Ял хуçалăх министерстви тăрăшнипе çак кунсенче "Нашсельхоз" информацин электрон тытăмĕ ĕçлеме пуçланă.

Ăна ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене продукци сутма пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Асăннă тытăма хыпарсем вырнаçтарассишĕн район администрацийĕн специалисчĕ яваплă. Ку информаципе çĕршывăн пур кĕтесĕнче пурăнакан та паллашма пултарать. Сутакан тавар пахалăхĕшĕн пĕлтерỹ паракан яваплă.

Ял тăрăхĕнче тавар туса илекен çĕнĕ тытăм пулăшнипе продукци туянаканпа çыхăну йĕркелесе бизнеса аталантарма пултарĕ. Информаци тытăмĕн операторĕ - Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ.

Райадминистрацисенче пĕлтерỹ вырнаçтаракан яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Информаципе министерство сайчĕн "Нашсельхоз" баннерне кĕрсе паллашма пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика