08 ноября 2016 г.
Алкоголизм чирĕпе çынсем чирлесе ан кайччăр тесен, паллах ĕнтĕ, чи малтанах çав хăрушă чире пуçарса яракан сăлтава - ĕçкĕпе иртĕхнине - тĕп тума тăрăшмалла. Ачасене эрех-сăра ĕçесрен та асăрхаттарса тăмалла.
Çитĕннĕ çынсем хушшинчи ĕçкĕçсен йышĕ, тĕпрен илсен, çамрăклах эрех ĕçме пуçлакансен шучĕпе ỹссе пырать. 12-13 çулта эрех-сăра тутанни ача психикине пăсать. Вăл хăйне йĕркесĕр тыткалама пуçлать, унăн характерĕ улшăнать. Çамрăклах эрех ĕçме пуçланă çын ỹлĕмрен ĕçес килекен туйăма ниепле те çĕнтерме пултараймасть.
12-16 çулхи ачасен алкоголизм питĕ хăвăрт аталанать. Çак ỹсĕмрисем хушшинче алкоголизма хирĕç калаçусем час-часах ирттермелле.
Çак тĕллевпе Нĕркеç вăтам шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче "Alko.STOP"! викторина-вăйă иртрĕ. Ăна шкулти социаллă педагог Н.И.Плеткина ертсе пычĕ. Ачасем икĕ ушкăна пайланса тупăшрĕç. 1-мĕш ушкăн "Позитив", 2-мĕш ушкăн "Здоровое поколение" пулчĕ. "Здоровое поколение" 7 бал пуçтарса мала тухма пултарчĕ. Хĕрỹ тупăшура Лева Пыркин, Карина Кузнецова, Дмитрий Митрофанов, Анжела Порядкова ытларах тĕрĕс хуравсем пама пултарчĕç.
Эпир çакна куратпăр: пурнăçра сывлăха упрама та, çухатма та пултаратпăр. Пурнăç çулĕ пире шутласа кăларайми кукăрсем патне илсе çитерет. Çын çулĕ - ĕç çулĕ. Ĕçчен çынсем анчах нумай пурăнаççĕ, нумай ĕçлеççĕ. Вĕсем яланах ырă кăмăллă, савăнăçлă. Ун пек çынсем хăйсен пуласлăхне ĕненеççĕ, вĕсем - оптимистсем. Çын опти мист пулни вăл пурнăç урапине хăй тытса пынине кăтартать. Ачасем, пурнăç урапи çине ларсан та тилхепине хăвăрах çирĕп тытса пырăр. Çакăн пек тусан çеç эсир яланах сывлăхлă пулăр.
Н.ПЛЕТКИНА,
социаллă педагог.
Источник: "Каçал Ен"