08 ноября 2016 г.
Кăçалхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче Пĕтĕм тĕнчери чĕрчунсене хỹтĕлемелли куна халалласа "Чĕрчунсем патне юратупа" конкурсăн районти тата республикăри тапхăрĕсем иртрĕç.
Асăннă уява кашни çулах октябрĕн 4-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Шкул ачисемпе шкул умĕнхи ушкăнсене çỹрекен пепкесем плакатсен "Вĕсен пурăнмалла", сăнỹкерчĕксен "Манăн чи шанчăклă тус", сăвăсен "Планетăри кỹршĕсем" номинацийĕсенче тупăшрĕç.
Конкурсăн районти тапхăрне 62 плакат, 102 сăнỹкерчĕк, 27 сăвă тăратнă. Комисси вара 13 çĕнтерỹçĕпе призера суйласа илчĕ. Республикăри тапхăра хутшăнма та 47 ĕçе шкул тулашĕнчи ĕçĕн "Эткер" центрне тăратнă.
Çак кунсенче мероприятине пĕтĕмлетнĕ те. Плакатсен конкурсĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Мария Моторина (А.Мухина ертỹçĕ) 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Пирĕн ăстасем сăнỹкерчĕксен конкурсĕнче те палăрнă. "Пучах" ача садне çỹрекен Виктория Самукова (ертỹçисем Е.Григорьева, Н.Долгова), "Асамат кĕперĕн" воспитанникĕ Аделина Игнатьева (ертỹçи О.Григорьева) 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илсе ашшĕ-амăшне савăнтарнă. Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Диана Макарова вара (ертỹçи М.Тишова) дипломант пулса тăнă. Сăвăсен конкурсĕнче Аделия Каримуллина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ, ертỹçи Н.Салмина) палăрнă, вăл та дипломант пулса таврăннă.
Çĕнтерỹçĕсене пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, малашнехи пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр.
Н.МАКСИМОВ.
Источник: "Каçал Ен"