08 ноября 2016 г.
1991 çултан пуçласа Раççейре октябрĕн 30-мĕшĕнче политика репрессийĕсене тỹсме тивнисене аса илмелли куна паллă тăваççĕ. Çĕршыв историйĕн тискер тапхăрне обществăра манăçа кăларас мар тесе тĕрлĕ мероприятисемпе акцисем иртеççĕ.
Пирĕн районта реабилитаци витĕр 29 гражданин тухнă. Раççей Федерацийĕн "О реабилитации жертв политических репрессий" тата Чăваш Республикин "О социальной поддержке реабилитированных лиц и лиц, признанных пострадавшими от политических репрессий" саккунĕсемпе килĕшỹллĕн, политика репрессийĕсене тỹснисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Кашни çулах социаллă хỹтлĕх пайĕ сывлăха çирĕплетекен "Вега" социаллă центра кайма путевкăсем уйăрать.
Акă, кăçал та октябрĕн 31-мĕшĕнче пире, реабилитаци витĕр тухнисене, район администрацийĕн ларусен залĕнче пуçтарчĕç. Кашни çулхи пекех, çак мероприяти социаллă хỹтлĕх пайĕ тăрăшнипе иртрĕ. Кунта Ираида Никитинан тата районти ветерансен совечĕн председателĕн Юрий Тимофеевăн тỹпи самай пысăк. Пире, иртнĕ самана нушине тỹсме тивнĕ çынсене, хисеп туни чунтан савăнтарать. Пурне те пĕрле пуçтарса тĕл пулнисĕр пуçне çав кун Асăну апатне те йĕркелерĕç, Н.Васильев фермер хуçалăхĕн ертỹçи спонсорла пулăшу панипе "Кĕтне" кафере сăйларĕç. Çавăнпа пĕрлех пире Л.Сорокина, Т.Никифорова саламларĕç, çепĕç сăмахсем каласа хавхалантарчĕç.
Репресси витĕр тухнисене манманшăн, кашни çулах пуçтарса хисеп тунишĕн пĕтĕм чун-чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.
Реабилитаци витĕр тухнисем.
Источник: "Каçал Ен"