АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ вăйăра тупăшрĕç

08 ноября 2016 г.

 Ноябрĕн 4-мĕшĕ спорт ăмăртăвĕсемпе пуян пулчĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче спортпа туслă çемьесен "Атте, анне тата эпĕ" фестивалĕ иртрĕ.

Тупăшăва районта пурăнакан çемьесем хастар хутшăнчĕç. Вĕсем икĕ ушкăнра вăй виçрĕç. Чупрĕç, сикрĕç, тĕрлĕ вăйă вылярĕç. 8 çул тултарман ачаллă çемьесен хушшинче Элпуç ял тăрăхĕнчи Комиссаровсен çемйи пĕрремĕш пулчĕ. Мамуткинсем (Комсомольски ялĕ) - иккĕмĕш, Степановсем (Комсомольски ялĕ) - виççĕмĕш. Аслăрах ачасемпе старта тухнă çемьесенчен Ефремовсем чи маттуррисем пулчĕç. Вĕсем, Шурут ял тăрăхĕнче пурăнаççĕ пулин те, ăмăртусене хутшăнма яланах вăхăт тупаççĕ. Маттур! Комсомольски ялĕнче пурăнакан Степановсемпе Чипчигинсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Çавăн пекех çав кун "Кĕтне" ФСК спортзалĕнче республика чемпионатĕнче мала тухассишĕн йĕркеленĕ ăмăртура волейболистсем вăй виçрĕç. Канаш, Патăрьел районĕсен, районти "Урмай" тата "Кубня" командăсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса вылярĕç.

Çитес вăхăтра Канаш хулинче тата Патăрьелте иртекен суйлав тапхăрĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх А ушкăн çĕнтерỹçисене палăртĕç. Вĕсем вара Б ушкăнпа тĕл пулса пĕрремĕш лигăна тухассишĕн тупăшĕç.

В.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика