АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхçăсене компенсаципе тивĕçтереççĕ

08 ноября 2016 г.

 Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен федераци çăмăллăхçисене коммуналлă пулăшушăн тата пурăнмалли çурт-йĕршĕн тỹленĕ тăкаксене саплаштарма компенсаципе тивĕçтереççĕ. Ăна камсем тивĕçеççĕ-ха тата компенсацие мĕнле йĕркепе тỹлеççĕ? Çак ыйтусене уçăмлатас тесе район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕпе, вĕренỹ пайĕн начальникĕпе Надежда Петровăпа курнăçрăмăр.

- Надежда Александровна, саккунпа килĕшỹллĕн компенсацие камсем тивĕçеççĕ?

- "Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтересси", "Ветерансем çинчен", "Чернобыльти АЭСри катастрофăра шар курнă граждансене социаллă хỹтлĕх парасси" федераци саккунĕсемпе килĕшỹллĕн федераци çăмăллăхçисем коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн тата çурт-йĕршĕн тỹленĕ укçа-тенкĕн 50 процентне саплаштарма компенсаци илме пултараççĕ. Социаллă пулăшупа мĕнле майпа тивĕçтерессине федераци субъекчĕсенче татса параççĕ. Пирĕн республикăра 2009 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче йышăннă тата 2015 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче улшăну кĕртнĕ саккуна тĕпе хураççĕ. Çавна май социаллă пулăшу парас йĕрке улшăннă. Маларах кашни категорири çăмăллăхçăсене кашни уйăхра палăртнă укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Халĕ вара февралĕн 1-мĕшĕнчен компенсаци виçине çăмăллăхçăсем коммуналлă пулăшушăн тата çурт-йĕршĕн мĕн чухлĕ тỹленине кура саплаштараççĕ.

- Кăçалтан вăя кĕнĕ çĕнĕ йĕркепе федераци çăмăллăхçипе пĕрле пурăнакансем усă курма пултараççĕ-и?

- Енчен те гражданинăн тата çемье членĕсен социаллă пулăшусемпе усă курма ирĕк пур пулсассăн, компенсаципе пурне те тивĕçтереççĕ. Тĕслĕхрен, Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕ хваттерте мăшăрĕпе пурăнать. Вĕсем уйăхсерен çурт-йĕр тата комуналлă пулăшушăн 3 пин тенкĕ тỹлеççĕ. Кун пек чухне инвалида 1500 тенкĕ компенсаципе тивĕçтереççĕ (2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен тỹлев 782 тенкĕпе танлашнă). Енчен те инвалид муниципаллă хваттерте пĕчченех пурăнать пулсассăн, унăн çурт-йĕр тата коммунналлă пулăшусен тăкакне 50 процент чухлĕ саплаштараççĕ. Енчен те вăл хваттер хуçи тата пĕччен пурăнсассăн коммуналлă тỹлевшĕн 50 процент тỹлеççĕ. Тата тепĕр тĕслĕх, калăпăр, муниципаллă хваттерте 5 çын пурăнать, уйăхне пулăшусемшĕн 5000 тенкĕ тỹлеççĕ. Компенсацие вара çакăн пек шутлаççĕ: 5000 тенкĕ: 5 çын=1000 тенкĕ. 1000 тенкĕн 50 проценчĕ 500 тенкĕпе танлашать.

Февралĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕрен кăçалхи июлĕн 31-мĕшĕччен çăмăллăхçăсене пĕлтĕрхи пекех укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ, август уйăхĕнче вара çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн шутласа компенсаци тỹленĕ.

- Çăмăллăхçăсен компенсаци тỹлевне тивĕçме социаллă хỹтлĕх пайне пымал- ла-и?

- Енчен те гражданин халиччен уйăхсерен пулăшушăн укçа-тенкĕ илнĕ пулсассăн, вĕсене малашне те компенсаципе тивĕçтерĕç. Çын пурăнакан вырăна улăштарсан кун пирки çийĕнчех социаллă пулăшу паракан уйрăма пĕлтермелле, унсăрăн компенсацисĕр тăрса юлма пулать.

- Надежда Александровна, кирлĕ хутсене тăратнă хыççăн мĕн вăхăт хушшинче ыйтăва тивĕçтереççĕ?

- Компенсаци тỹлес ыйтăва социаллă хỹтлĕх пайĕ 15 ĕç кунĕнче пăхса тухать. Çавна май çурт-йĕр тата комуналлă пулăшушăн тỹленĕ укçа-тенке саплаштарассине те вăлах палăртать. Ыйтусем пур пулсассăн районти социаллă хỹтлĕх пайне çитме тата унта шăнкăравлама пултаратăр. Телефонсем - 5-26-42, 5-21-69.

А.ЕФРЕМОВА калаçнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика