АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кăмăл туртнипе суйланă

08 ноября 2016 г.

Йĕрке хуралçисен ĕçĕ ансат та çăмăл тесе калаймăн. Ăçта мĕнле пăтăрмах сиксе тухсан та вĕсен унта васкамалла. Ют пурлăха çаратнă-и, такама хĕненĕ-и... Пур çĕре те çитмелле полици сотрудникĕсен. Право йĕркине пăсакансене çийĕнчех тупса палăртмалла, кунне-çĕрне пĕлмесĕр, канмалли кунсăрах тăрăшма тивет. Апла пулин те, çулталăкра пĕрре профессиллĕ уявра, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен кунĕнче, вĕсене хавхалантарни савăнтарать.

Пирĕн районти йĕркелĕхшĕн РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ тимлет. Кунта аслисем яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Хăш-пĕр сотрудниксем 20 çул ытла шаннă ĕçре тăрăшаççĕ. Вĕсем хушшинче - полици майорĕ Сергей Мунтайкин.

Полици тумне тăхăннисене курсассăн йĕрке хуралĕнче тăрăшаканскерсем питĕ хăюллă та пултаруллă пек туйăнаççĕ. Ку чăнах та çапла ĕнтĕ, çак профессие çирĕп чунлисем çеç суйласа илеççĕ. Сергей Мунтайкин пирки те çаплах калас килет.

Вăл 1994 çултанпа районти шалти ĕçсен пайĕнче тимлет. Полици майорне çитнĕскер, карьера картлашкипе малалла та хăпарма ĕмĕтленет. Йĕрке хуралçисен ретне килсенех Сергей Мунтайкин Шалти ĕçсен министерствин Шупашкарти милици шкулĕнче ăс пухса пĕлĕвне анлăлатнă. Тĕрлĕ çулсенче вăл участковăй та, оперуполномоченнăй та, уйрăм начальникĕн çумĕ те, оперативлă дежурнăй та пулса ĕçленĕ. 2013 çултан пуçласа паянхи кунччен вара полици майорĕ аслă оперативлă дежурнăйра тăрăшать.

"Ĕçне кура - хисепĕ", теççĕ халăхра. Сергей Николаевича та ĕçтешĕсем хисеплеççĕ. Хăйĕн пуян опытне çамрăк ăрăва яланах пама хатĕр право сыхлавçине тав тăваççĕ. Уйрăм ертỹçи Геннадий Кокшин та полици майорне мухтать.

- Сергей Николаевич 22 çул хушшинче хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Тивĕçĕсене яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Хушнă ĕçе вăхăтра тата пысăк яваплăхпа тума тăрăшать. Мунтайкин общество йĕркелĕхне сыхлассипе, саккуна пăснă тĕслĕхсемпе преступленисене асăрхаттарассипе иртекен мероприятисенчен нихăçан та тăрса юлмасть. Полици майорĕн çемье архивĕнче шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн тĕрлĕ çулсенче илнĕ 1, 2, 3-мĕш степеньлĕ медальсем те упранаççĕ. Ĕçтешсемпе тата пулăшу ыйтса килекен граждансемпе профессионаллă этика йĕркине пăхăнса калаçать, коллективра та ăна хисеплеççĕ, - тет сотрудник пирки Геннадий Николаевич.

Обществăри социаллă пурнăçпа экономика тата политика тăнăçлăхĕ, ăна усал шухăшлисенчен хỹтĕлес лару-тăру, çынсем малашлăха шанчăклăн пăхни ытларах чухне полицин лайăх ĕçĕнчен килет. Çавăнпа та шалти ĕçсен пайĕн хисеплĕ сотрудникĕсене çывхарса килекен професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Хăйсен служба тивĕçне малалла та чыслăн пурнăçлама сунатпăр.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика