08 ноября 2016 г.
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта наци культурисен "Раççей халăхĕсен пĕрлехи çемйи" фестивалĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ халăх представителĕсем йышлăн пухăннă. Фестивале пуçтарăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. "Раççей вăйĕ - тĕрлĕ халăх пĕрлĕхĕнче. Пире пурсăмăра та тăван çĕре юратма пĕлни пĕрлештерет. Тăван çĕршывăмăрăн паттăрла ĕçĕ-сене хисеплени пĕр чăмăра пухать. Тăнăç пурнăçпа пурăнма нимĕнле чĕлхе те, тĕн те чăрмав кỹмест. Чăваш Енре пурăнакансем пĕрне-пĕри ăнланса, ки-лĕштерсе, кăмăлтан ĕçлесе пурăнаççĕ", - тенĕ вăл. "Пирĕн тĕп пуянлăх - халăх, вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнни", - пĕтĕмлетнĕ Михаил Васильевич.
Уявра çитĕнỹсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса саламланă. Пирĕн районти искусство шкулĕн преподавательне Любовь Александровна Петровăна "Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятпа чысланă.
Мероприятине пухăннисене РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов саламланă.
"Раççей историйĕнчи çĕнтерỹсем - тĕрлĕ халăх пĕрлĕхĕнче, килĕшĕвĕнче", - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов. Регион туслă пурăннине, тĕнчери ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине, пурнăç условийĕсем пĕтĕмпех хăтлă, çынсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăннине те палăртса хăварнă вăл.
Наци культурисен фестивалĕнчен район делегацийĕ те юлман. Культура ĕçченĕсем, ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ, Чăваш Енри тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов хутшăннă. Фестиваль хăнисем пĕр-пĕрин йăли-йĕркипе, пултарулăхĕпе туллин паллашнă.
Ферит Гибатдинов, Чăваш Енри тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ:
- Чăваш Республикинче тĕрлĕ наци килĕштерсе пурăннине тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Вĕсем пурте - пĕр пысăк çемьери çынсем. Пĕрле юрласа-ташласа савăнаççĕ, хăнана çỹреççĕ, килĕштерсе ĕçлеççĕ, çемье çавăракансем те сахал мар. Акă, наци культурисен фестивальне республикăри вун-вун халăх çынни килсе çитрĕ, хăйсен пултарулăхĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕ. Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче пурте пĕр çемьене пуçтарăнса савăнчĕç. Пирĕн туслăх - ĕмĕре. Эпир пĕтĕм ĕçе наци культурин йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн, хутшăнусене çирĕплетсе пырассишĕн пурнăçлатпăр. Çакна ачасемпе мăнуксене вĕрентсе пыратпăр, килĕштерсе пурăнмаллине мĕн пĕчĕкрен ăша хывтаратпăр.
Источник: "Каçал Ен"