03 ноября 2016 г.
Мĕн авалтанах кĕрхи ĕçсем хыççăн ял халăхĕ кĕр уявне паллă тунă. Çакăн евĕр уявсем яланах хаваслă, шавлă, пуян иртнĕ. Ĕçпе пиçĕхнĕ халăх тăванĕсемпе пĕрле савăнса-кулса кĕр мăнтăрĕпе киленнĕ. Сĕтел çине кашниех çăвĕпе ĕçлесе туса илнĕ апат-çимĕçе хатĕрлесе хума тăрăшнă.
Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен "Асамат кĕперĕ" ушкăнĕнче те пысăк уяв иртрĕ. Ачасем çак куна чăтăмсăррăн кĕтрĕç, ашшĕ-амăшне хăнана чĕнчĕç, тĕрлĕ вăйă вылярĕç, сăвăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç. Сĕтел çине вара ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хатĕрленĕ алă ĕçĕсене сарса хучĕç. Кунта çулçăсенчен тунă çеçкесем, тĕрлĕ чĕрчунсен кĕлеткисем, кĕрхи çанталăк асамне сăнлакан ỹкерчĕксем калама çук илем кỹчĕç.
Кĕркунне - тĕлĕнмелле асамлă вăхăт. Çавăнпа та çакăн пек уявсем йĕркелени ачасене çутçанталăка юратма, унăн илемĕпе пуянлăхне курма, ăна упрама, хисеплеме вĕрентет.
Н.КАШИНА,
воспитатель.
Источник: "Каçал Ен"