03 ноября 2016 г.
Культура çурчĕсенче çеç мар, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенче те чылайранпах авăн - юпа уйăхĕсенче кĕрхи уявсем ирттересси йăлана кĕнĕ.
Хырхĕрри тĕп шкулĕнче те çак кунсенче кĕрхи уяв иртрĕ. Ăна Женя Хлебникова тата Наташа Лепешкина ертсе пычĕç. Маттур хĕрачасем тĕрлĕрен тупăшусем ирттерчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыраттарчĕç. "Дюймовочка-пике" ята икĕ хĕрача - Вика Коновалова (6-мĕш класс) тата Катя Михеева (5-мĕш класс) - тивĕçрĕç. Куракансем те ахаль лармарĕç, тĕрлĕрен ыйтусем çине хуравларĕç, çĕнтерỹçĕсене алă çупса хавхалантарчĕç. Уяв хаваслă иртрĕ, вăхăт шуни те сисĕнмерĕ. Çапла çав вăл, пĕр-пĕрне итлеме, юлташсен çитĕнĕвĕшĕн савăнма пĕлсен, ăнланса пырсан, туслăх туйăмне мала хурсан - пурнăç урапи те малалла çăмăлрах ăнтăлать.
Источник: "Каçал Ен"